Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кам шутланă-ха юрамасть тесе

Чăваш Ен учительницин Интернета сăнӳкерчӗк лартнă хыççăн йӗрке хуралçисемпе тӗл пулма тивнӗ.

Чăваш Енри Элӗк районӗнче шӳтле мар лару-тăру сиксе тухнине хыпарлать «Правда ПФО» интернет-хаçат. Çак кунсенче районти пӗр вăтам шкулсенчен пӗрин вӗрентекенӗ социаллă сетьсенчен пӗринче сăнӳкерчӗк вырнаçтарнă иккен. Пӗр шутласан, ним япăххи те çук-ха кунта. Вăрçă çинчен спектакль лартнă. Вӗрентекен хăюллă разведчица рольне вылянă. Асăнмалăх сăн ӳкерӗнмесӗр май çук вӗт кун пек чух. Вӗрентекен те акă спектакльте вылянисемпе пӗрле сăн ӳкерӗннӗ те шутламасăрах Интернета вырнаçтарнă. Анчах полицая вылянă тепӗр артистăн нимӗç свастики питӗ аван курăннă иккен. Ку вара статья – фашистсене пропаганда туни пулма пултарать. Ял учительницин те акă, йӗрке хуралçисемпе тӗл пулсах ăнлантарма тивнӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев