Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăмпа... эппин каллех çухалаççӗ

Вăрманта аташнă çынна вӗçӗмсӗр шăнкăравлани ăна тупас шанăçа чакарать.

Умра тата кăмпа сезонӗ, МЧС, полици ӗçченӗсен, волонтерсен каллех ӗç хушăнасси куçкӗрет. Аташса каякан кăмпаçăсем йышланаççӗ. Çавăнпа та кунта та хамăра шансан тӗрӗсрех. Чи малтан çакна асра тытмалла: ватă çынна, ачана хăйне кăна е иккӗшне пӗрле нихăçан та вăрмана ямалла мар. Кун пек чухне ваттипе мӗн те пулин пулсан ача пулăшаймасть, ачана та ватти пулăшу параймасть.

Хуть кам та кăмпана пуçтарăнчӗ пулсан, хăй ăçталла кайнине килтисене е кӳрше каласа каймалла. Хăйӗнпе пӗрле телефон, шыв, ăшă тум, пăсăлман апат илмелле. Пӗр-пӗр чирпе аптăракансем эмелсӗр те вăрмана каймалла мар. Енчен те аташса кайса çул тупаймасть пулсан, кун çинчен чи малтан 112 службăна пӗлтермелле, унтан тин тăвансене. Тăванӗсен те кун пек лару-тăрура лăпкă пулмаллине манмалла мар, вăрманта аташса кайнă тăванне вӗçӗмсӗр шăнкăравласа унăн телефон зарядкине лартмалла мар. Нумай чухне ятарлă службăсем çухалнă çынна çумра телефонӗ пулсан, ун сигналӗ урлă тупаççӗ. (М. Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество