Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАНИКУЛА КАЙИЧЧЕН ЖУРНАЛИСТСЕМПЕ ТӖЛ ПУЛЧӖÇ

«Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутатсен лобби вăйӗ пысăк. Пирӗннисем вăйлисен шутӗнче», – çапла хак пачӗ ӗçтешӗсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, «Единая Россия» фракцин ертӳçи Юрий Камалтынов журналистсемпе тӗл пулсан. Июлӗн 14-мӗшӗнче ТР парламентарийӗсем çуллахи каникула каяс умӗн юлашки лару ирттерсе çур çулхи ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç. Çак тӗллевпех темиçе пресс-конференци те иртрӗ. Малтан журналистсемпе единороссем, тепӗр кунне коммунистсем тӗл пулчӗç.

Юрий Камалтынов депутатсен корпусӗшӗн партин халăх программине пурнăçласси тӗп ӗç пулнине палăртрӗ. «Çак прог­раммăна пула наци проекчӗсемпе федераллă программăсен хӳттинче тӗрлӗ социаллă проблемăсене татса пама пулать», – терӗ Юрий Зимелевич. 

«Единая Россия» фракци пӗрремӗш çур çулта пӗтӗмпе 6 лару ирттернӗ. Патшалăх Думин депу­тачӗсемпе, Правительство пайташӗсемпе, республикăри му­­ниципаллă йӗркеленӳсен пуç­лă­хӗсемпе тӗлпулусем йӗркелесе социаллă пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панă çӗре хутшăннă. Тӗп ыйтусен шутне районсенче пурăнакансене ӗçмелли шывпа тивӗçтерессине, пахча юлташлăхӗсене тӗревпе финанс пулăшăвне парассине, вӗрентӳ заведенийӗсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессине кӗртмелле. 

Юрий Камалтынов палăртнă тăрăх, çуркуннехи сессире депутатсем 49 закон проектне пăхса тухнă. Çавсенчен 31-шӗ единороссен пуçарăвӗ. 

Пӗлтерӗшлӗ ӗçсен шутӗнче пурăнмалли условисене лайăх­латассинче амăш капиталӗпе усă курассипе çыхăннă йӗркене улшăнусемпе тӳрлетӳсем кӗртесси. Шăпах ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем РФ Правительство Председателӗ Михаил Мишус­тин патне тухнă ку ыйтупа. Социаллă ипотекăпа хваттер илнӗ çемьесен Пенси фончӗ амăш капиталне хваттершӗн тӳлеме яма пăрахнипе йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çак проблема 2020 çулта РФ Правительстви 1706№ «Амăш капиталне пурăнмалли условисене лайăхлатма ярассипе йышăннă правилăсене улшăнусем кӗртесси çинчен» Постановление йышăннă хыççăн сиксе тухнă. Тутарстан депутачӗсем Раççей Правительстви патне çырупа тухсан проблемăна татса панă. Амăш капиталӗпе çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатассипе çыхăннă закон проекчӗн çӗнӗ улшăнăвӗсем 2022 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗчӗç. Ку Тутарстанра пурăнакан 4 пин ытла çемьене амăш капиталне социаллă ипотекăпа çурт е хваттер илме май панă. 

«Пӗлтерӗшлӗ ӗçсен шутӗнче çынсенчен килекен ыйтусене татса парасси», – терӗ Юрий Камалтынов. Вӗсене татса пама единороссем 4 ӗç ушкăнӗ йӗркеленӗ, вара районсене тухса çӳресе вырăнти йывăрлăхсемпе паллашнă. Хăшне республика, хăшне федераллă шайрах татса пама тивнӗ. Теприсене  патшалăх системи шайӗнче пăхса тухмасăр та пурнăçлама çук. Çавăнпа Правительство патне «çул карттисене» тӳрлетӳсем кӗртессипе çырупа тухма палăртнă. 

Пурӗ фракци пайташӗсем çур çулта 1649 çынна йышăннă, 3700 ытла ыйтăва пăхса тухнă. Çынсене ытларах социаллă тивӗçтерӳпе, сывлăх сыхлавӗпе, кил-çуртпа çыхăннă ыйтусем хумхантараççӗ. 

Юрий Камалтынов уйрăмах фракцин хӗрарăм-депутатсен «Мерхемет – Милосердие» пӗрлешӗвне ырласа калаçрӗ. «Пирӗн парламентăн хӗрарăмӗсем питӗ кирлӗ ӗçсем туса пыраççӗ. Аннелӗхпе, ачалăхпа çыхăннă çивӗч проблемăсене çӗклесе татса параççӗ. Атăлçи федераллă округри хӗрарăм-депутатсемпе тӗл пулса пӗрлехи ларусем ирттереççӗ. Вӗсенчен нумай пуçару килет». 

ДНРпа ЛНРтан куçса килнисене пулăшу парасси çинче те чарăнчӗ Юрий Камалтынов. Депутатсем хăйсен пӗр кунри ӗç укçине пуçтарса гуманитари пулăшăвне панине те асăнса хăварчӗ. 

 

Зюганов килнипе савăннă

 

Июлӗн 13-мӗшӗнче журна­листсемпе КПРФ фракцин ер­тӳçи Хафиз Миргалимов тата Фадбир Сафин тӗл пулчӗç. Чи малтан вӗсем Геннадий Зюганов­па тӗл пулни çинчен çӗкленӳллӗ кăмăлпа каласа пачӗç. 

«Юлашки вăтăр çулта та пӗрремӗш хут партин пӗтӗм илемӗ Тутарстанра пуçтарăнчӗ. Вӗсен шутӗнче регионри уйрăмсен пӗрремӗш секретарӗсем, Патшалăх Думин 30 депутачӗ. Геннадий Зюганов килсе кайни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ те хаклă. Вăл Тутарстан ертӳçисене историе, культурăна упраса хăварассипе тимлӗ пулнăшăн тав турӗ. Тутарстан ку енӗпе чи лайăх тӗслӗх кăтартать тесе хакларӗ», – терӗ Хафиз Миргалимов. 

Ӗç пирки каласа КПРФ фракцийӗ пӗрремӗш çур çулта 5 лару, 2 пресс-конференци, 2 çавра сӗтел, семинар-канашлу ирттернине пӗлтерчӗ. Тутарстанăн патшалăх, вырăнти хăйтытăмлăх влаçӗ патне тата тӗрлӗ организацисене 180 ыйтупа тухнă. Хальхи вăхăтра 2023 çула тата 2024-2025 çулсене бюджет йышăнас тата палăртас енӗпе ӗç пырать. Коммунистсем çывăрса лармаççӗ, ӗç вӗрет. Тутарстан Президенчӗ валли 83 сӗнӳ хатӗрлесе хунă. 

«Халăхпа та хастар ӗçлетпӗр. Ку пирӗн тӗп ӗç. Паяна 260 ыйтă­ва пăхса тухса татса патăмăр», – пӗтӗмлетрӗ коммунист. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев