Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăпăкланать-и чӗмпӗрсен сăри?

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Современник» кинотеатрта иртнӗ «Кĕрхи сăра» уявӗнче хуплу пуçланисӗр пуçне чӗмпӗр чăвашӗсен сăра вӗретес ăсталăхне те хакларӗç.

Чĕмпĕр чăвашӗсем ноябрӗн 15-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Современник» кинотеатра «Кĕрхи сăра» уявне пухăнчĕç. Интересли нумай пулчӗ кунта, чăвашсем хуплу пуçлани, сăра вӗретекенсен конкурсӗ... Чӗмпӗр енчи чăвашсем сăра вӗретес ăсталăха манман иккен-ха, конкурса хутшăнакансем нумайăнччĕ. Çĕнтерекенсене «Кăпăклă сăра», «Хăмлаллă сăра», «Çутă сăра» номинацисем парса хавхалантарчĕç.

Пухăннисене саламлама Ульяновск облаçĕнчи ЧНКА пуçлăхĕпе Олег Мустаевпа пĕрле Чăнлă районĕн тин çеç суйланнă пуçлăхĕ Вячеслав Салюкин та  сцена çине тухрӗ. Вĕсем халăхăн пурнăçĕнче тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. Кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май Олег Мустаев облаçри чăваш автономийĕн ятĕнчен Александр Богатов çыравçа тата пирĕн тĕп редактора Константин Малышева «Еткер» фондăн  И.Я.Яковлев ячĕллĕ орденсене парса чысларĕ.

Ульяновск хулин пуçлăхӗн тивӗçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Вадим Андреев хулари кашни уяв халăхсем хушшинчи праçнике çаврăннине палăртрӗ.

Чӗмпӗр чăвашӗсене кӗрхи уявпа саламлама нумай çын килнӗччӗ. Çав шутра облаçри армянсемпе азербайджан обществисен ертӳçисем те сцена çине тухрӗç. Шупашкартан «Дуняша-стайл» ушкăн, Александр Сорокин килсе çитрӗç. Уяв программине çаплах Патăрьел районӗнчи Аслă Чемен ялӗнчен килнӗ «Чемен» ансамблӗн авалхи чăваш юррисем, «Ассорти» ташă ушкăнӗн ташши те хăйне евӗрлӗ илем кӳчӗ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России