Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăравул! Кайпăçра хăйăр вăрлаççӗ

Кама çакăн чухлӗ хăйăр кирлӗ пулса кайнине РФ ШӖМ Кайпăçри уйрăмӗн следователӗсем шыраççӗ.

Кайпăç районӗнчи Чутеево ял хутлăхӗн территорийӗнче никамран ирӗк ыйтмасăр хăйăр илни пирки вырăнти çынсем ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствине пӗлтернӗ. Паллах, сăмах кунта пӗр-икӗ кӗреçе  çинчен пымасть. Хăйăра машинăпах турттарнă. ТР Экологи министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, сăтăрçăсем 550 тăваткал метр пысăкăш, 1,6 метр тарăнăш шăтăк хăварнă. Паллах, экологсем çийӗнчех Кайпăç районне кайнă-ха, кунта чăнах та хăйăр илнӗ çӗнӗ йӗрсене асăрханă вӗсем, анчах пӗр техникăна та çывăхра курман. Кама çакăн чухлӗ хăйăр кирлӗ пулса кайнине халӗ РФ ШӖМ Кайпăçри уйрăмӗн следователӗсем шыраççӗ. Мӗншӗн тесен çутçанталăка сиен кӳнӗ факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать. (Сăнӳкерчӗк ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия