Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăркăсстансене миллион пачӗç

Пӗр эрнене тăсăлнă киноконкурсăн çӗнтерӳçисене апрелӗн 30-мӗшӗнче «Ривьера» комплексăн «Эрмитаж-холл» концерт залӗнче пӗлтерчӗç. Гран-при кăçал кăркăсстансене лекрӗ.

(сăнӳкерчӗксем авторăн тата kazan-mfmk.com сайтран) 

Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ (ХХМКФ) ӗнер, апрелӗн 30-мӗшӗнче, чаплă церемонипе вӗçленчӗ. Яланхи йăлапа вăл хӗрлӗ кавир çулпа пуçланчӗ. Кинематографсем, режиссерсемпе сценаристсем, актерсем, Раççей кино çăлтăрӗсем чи хаклă хăна шутӗнче ун тăрăх утрӗç.

15-мӗш кинофестиваль хăйӗн юлашки страницине хупса ӗлкӗрейменччӗ-ха, «Татаркино» ӗçченӗсем унăн чи паллă саманчӗсемпе видеоролик тума та ӗлкӗрнӗ. Çавна пăхнипе пуçланчӗ хупас церемони. 2019 çулхи творчествăлла тӗлпулусем, кино сеансӗсем, пресс-конференцисем, питчинг, ӗç форумӗ, конкурс та кинофестивалӗн историйӗ пулса тăчӗç.

Мероприятие ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева уçрӗ. ТР Президенчӗпе Премьер-министр ячӗсенчен саламланă хыççăн вăл «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникăн директорне Зиля Валеевана кинофестивале пулăшнăшăн ХХМКФ йӗркелӳ комитечӗн ятӗнчен Тав çырăвӗпе наградăларӗ.

Тутарстан Президенчӗн «Киноискусствăри гуманизмшăн» парнине, 500 пин тенкӗлӗх сертификата, «Найти Фэридэ» картинăшăн Азаде Муссавипе Куруш Атаи режиссерсем тивӗçрӗç. Хусан мэрӗн парнине, «Байгал» кинофильмшăн Ильдар Ягафаров режиссер илчӗ. Кашни çул Раççейӗн кинокритикӗсемпе киновечӗсен гильдийӗ хăйӗн парнине палăртать. Кăçал «Шурă слона» «Искренне ваш, Дакка» (Бангладеш) фильм режиссерӗ Абу Шахид Имонпа «Песнь древа» (Кăркăсстан) кино режиссерӗ А.Дайырбеков илме пултарчӗç.

«Раççей – ислам тӗнчи» темиçе çул каяллах «Ислам тӗнчинчи культурăсен диалогӗшӗн» хăйӗн призне çирӗплетнӗ. 300 пин тенкӗлӗх сертификат «Мабата Бата» (Мозамбик, Португали) кино режиссерне Соль де Карвальона лекрӗ.  

«Любезность» (Египет), «Ля примавера» (Тутарстан) документлă фильмсене дипломпа палăртрӗç. «Супа Модо» кино (Кени, Германи) куракансем чи кăмăлланă кино шутне кӗнӗ. 

Унтан сцена çине ХХМКФ директорӗ Миляуша Айтуганова тухрӗ. «Çак çулсенче фестиваль пысăк та туслă çемьене çаврăнчӗ. Паян пирӗнпе туслă çыхăну тытакан кинофестивальсем йышланни, пирӗн кинова пулăшма хатӗррисем пурри мана питӗ савăнтарать», – терӗ вăл. Унта вăл Жюри уйрăммăн палăртнă кинова пӗлтерчӗ. Ăна «Йемен: репортеры – дети войны» кинофильм тивӗçрӗ. Кинематограф аталанса кăна пыракан Йеменшăн ку чăннипех пысăк çитӗнӳ.

Çакăн хыççăн тӗп номинацисенче çӗнтернӗ кинолентăсене палăртма пуçларӗç. Çӗнтерӳçӗсене саламлама сцена çине паллă кино ӗçченӗсемпе, режиссерсем, актерсем, тухрӗç. Çав  шутра «Дива продакшн» (АПШ) кинокомпанин тӗп продюсерӗ Невин Камель та. Сăмах май, çак кун Невин Камельпа Миляуша Айтуганова  «Татаркинопа» компани хушшинче ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç.

Тӗп номинантсем

«Ачасем валли ӳкернӗ чи лайăх кино»  – «Паук А4. Пропащие», Кронид Сазонов (Тутарстан).  
«Кӗске метрлă чи лайăх наци киновӗ» –  «Потерянный путь», Амир Сальянов (Тутарстан).

«Чи лайăх документлă наци киновӗ» –   «Духовные родники Татарстана», режиссерӗ Юрий Гвоздь.

«Чи лайăх наци киновӗ» – «Сложный узор», Ильшат Рахимбай.
«Кӗске метрлă чи лайăх кино» –  «Яркая луна» (Непал), режиссерӗ  Абинаш Бикрам Шах.
«Документлă фильм» номинацире Ибадыллы Аджибаевăн  «Учитель» (Кăркăсстан) кӗске метрлă фильмӗпе Ясер Талебин   «Любимая» (Иран) тулли метрлă киновӗ çӗнтерчӗç

«Чи лайăх актриса» – Илаха Хасанова («Гранатовый сад», Азербайджан); «Чи лайăх актер» – Эмир  Хаджихафизбегович («Жаба», Боснипе Герцоговина, Македони, Серби, Хорвати, Словени). Чи лайăх операторпа сценариста та манса хăварман. Вӗсем – Юрий Данилов (Тутарстан), Бахтиер Каримов (Таджикистан).

Чи лайăх режиссер ятне пӗлтерме сцена çине ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тухрӗ. Нумай ырă сăмах каларӗ вăл кинофестиваль пирки. Ун сăмахӗсемпе фестиваль континетсене кăна мар, несӗлсене çыхăнтаракан кӗпер пулмалла. Министр палăртнă номинацире «Зерно» кинофильм режиссерӗ Семих Капланоглу  (Турци) çӗнтерчӗ.  

Тӗп номинант ятне пӗлтерме жюри председателӗ Серик Апрымов тухрӗ. Тулли метрлă чи лайăх илемлӗ киношăн гран-прие илме Айбек Дайырбеков (Кăркăсстан, Раççей) режиссерăн «Песнь древа» кинокартини  тивӗçрӗ. Кинофестивалӗн статуэткисӗр пуçне чи лайăх киношăн 1 миллион тенкӗ пачӗç.

Церемоние Раççейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ, театрпа кино актерӗ Андрей Мерзликин ертсе пыни вапа хусансемшӗн чи пысăк парне пулчӗ.

 




 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев