Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАШНИ ЧĂВАШ КИЛӖНЧЕ «СУВАР» ПУЛТĂР

Тутарстанра тухса тăракан хаçат-журналсен 2022 çулăн иккӗмӗш çур çулне çырăнтару тапхăрӗ апрелӗн 1-мӗшӗнче пуçланчӗ. Республикăра «ТАТМЕДИА» Акционерла обществăна кăна хуласемпе районсенче тухса тăракан чăвашла дубляжсемпе пӗрле пурӗ 94 хаçатпа 15 журнал кӗнӗ. Суйламалăх пур. Анчах Тутарстан чăвашӗсен республика хаçачӗ пӗртен пӗрре – «Сувар». 

Тӗнчере информацилле хирӗçтăру çивӗчленнӗ лару-тăрура, ултавлă хыпарсем сарăлнă вăхăтра пичет продукцийӗн пӗлтерӗшӗ уйрăмах пысăк. Эпир официаллă хыпар хатӗрӗсем пулса тӗрӗсленӗ чăн информацие кăна тата фактсем çине таянса çыратпăр. Социаллă сетьсенче тӗрӗссине шыраса тупма хӗн, унта çӗршыври социаллă лару-тăрăва, çынсен хутшăнăвӗсене юриех çивӗчлетес тӗллевпе çырни, çын пуçне пăтратас тени нумай. Çавăнпа пирӗн пӗр халăх, пӗр чăмăр пулса ултава хирӗç кӗрешмелле. 

Хаклă вулаканăмăрсем! Сиртен нумайăшӗ «Сувар» хаçата вăл тухса тăма пуçланăранпах çырăнать. Ăна эпир лайăх пӗлетпӗр. Çавăнпа çитес çур çулта та хаçата çырăнса пирӗнпе пуласса шанатпăр. Хăвăр та çырăнăр, тус-тăванăрсене те çырăнма чӗнӗр. Эпир хамăр енчен сире чăвашсен пурнăçӗпе, вӗсем ăçта пурăнсан та, паллаштарса тăма, республика, Раççей хыпарӗсене пӗлтерсе тăма шантаратпăр. «Сувар» хаçат малашне те пурăнтăр тесен ăна çырăнмаллах. Ку Тутарстан чăвашӗсемшӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ. Республикăра пирӗн радио та, телекăларăм та çук. Хаçатсăр та юлсан кам пулса юлатпăр эпир хамăр? Нишлӗ, мӗскӗн халăх? Çакăн пек курас килет-и пирӗн хамăра? Паллах, çук! Çавăнпа кашни чăваш çак ыйтăва хăй умне лартмалла. «Сувара» çырăнни – хамăра хамăр тӗрев пани. Власть органӗсен представителӗсем те хаçат пуррине кура пирӗн çине сума суса пăхаççӗ. Анчах мӗскӗне юлсан епле пăхӗç? Çавăнпа сире пурне те «Сувар» хаçата малашне те çырăнма чӗнсе калатăп. Шанатпăр çитес çур çулта пирӗн вулакансен шучӗ ӳсессе. Кашни чăваш килӗнче «Сувар» пултăр. 

Ырă хыпара та палăртса хăварар: апрелӗн 4-14-мӗшӗсем çырăнтару декадин вăхăчӗ. Юратнă хаçат-журналсене эсир йӳнӗрех хакпа çырăнма пултаратăр.

С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗнче: Хусанта пурăнакан Юлия Федорова.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев