Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВĂРЛАÇÇӖ. КАШНИ ЭРНЕРЕ 2,5 МИЛЛИОН ТЕНКӖ

Тӗпрен илсен, шулӗксен схеми пӗрешкел, вӗсем ыйхăран вăранса çитмен е ӗç хыççăн ывăннипе пуç ӗçлемен вăхăтсенче (ирпе ирех е каçхине) çынсене банксен хăрушсăрлăх служби ятӗнчен шăнкăравласа кӗтмен хыпар пӗлтереççӗ

Палламан çынсем шăнкăравласа банк картти çинчи укçана вăрлани паянхи кун никамшăн та вăрттăнлăх мар пулсан та, улталанатпăр çав. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа  Хусанта кăна çынсене пӗтӗмпе 100 миллион тенкӗлӗх улталанă. Урăхла каласан, кашни эрнере банк карттисем çинчен 2,5 миллионшар тенкӗ çухалать. Тӗп Банкăн  реагировани мониторингӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, çакăн пек шулӗкле ӗçсенчен 97 проценчӗ шăпах çынсем хăйсем хутшăннипе (çынна ытлашшипех шаннипе) пулаççӗ иккен. Октябрӗн 31-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире харпăр пурлăха çухатасран сыхламалли ансат йӗркепе Раççей Банкӗн Тутарстанри уйрăмӗн экономика пайӗн пуçлăхӗпе Елена Кирсановăпа Раççей ШӖМӗн Хусанти управленийӗн шулӗкле ӗçсене уçса паракан уйрăмăн ертӳçи Кирилл Чикунов паллаштарчӗç.
Тӗпрен илсен, шулӗксен схеми пӗрешкел, вӗсем ыйхăран вăранса  çитмен е ӗç хыççăн ывăннипе пуç ӗçлемен вăхăтсенче (ирпе ирех е каçхине) çынсене банксен хăрушсăрлăх служби ятӗнчен шăнкăравласа кӗтмен хыпар пӗлтереççӗ: шулӗксем укçана вăрлама хăтланнипе карттăна блокировка тунă имӗш, блокировкăна илме çак самантрах даннăйсем, карттăн тӳнтер енчи вăрттăн виçӗ цифра таранах кирлӗ. Çынна ăнланса илме памасăр васкатаççӗ, хистеççӗ, вӗсем каланине çийӗнчех пурнăçламасан е асăннă телефонпа шăнкăравламасан банк картти çинчи мӗнпур укçа çухалнипе хăратаççӗ.     
Елена Владиславовна сӗнӗвӗпе кун пек чухне чи лайăх мел вăл – телефона сӳнтересси. Мӗншӗн тесен банк клиентăн шучӗ çинчен укçа çухалассине пӗлсен хăйех блокировка лартать, шăнкăравласа тăмасть. Шăнкăравласан та нихăçан та даннăйсене ыйтмасть. Енчен те информацие хӗрӳ линие шăнкăравласа пӗлес тетӗр-тӗк, ăна хайхи çынсем каланă телефонпа мар, карттăн тӳнтер енчи номерпе хăвăрăнах шăнкăравламалла.
Юлашки вăхăтра  шулӗксен çӗнӗ мелӗ палăрнă, вӗсем пӗр-пӗр çынна шăнкăравласа шут çине йăнăшпа пысăк сумма куçарнине хуйхăрса, хăш чух йӗре-йӗре пӗлтереççӗ иккен. Чи интересли кунта – ӗненмелле хăтланни. Шут çине чăнах та çав сумма килет-мӗн. Апла пулсан та, пулăшас тӗллевпе тӳрех  укçа куçарма чупмалла мар. Банка кайса хайхи укçана хăйӗн реквизичӗсемпех каялла яма заявлени çырмалла.  Унсăрăн сисмесӗрех хăвăр та шулӗкле ӗçе хутшăнакан пулса тăратăр. Енчен те укçана каялла тавăрнăшăн процент та парсан, уголовнăй статьяпах айăплаççӗ.
Çаплах «ÇКХ» парăмне халех татăр», «Акци. Çак номер çине 1 тенкӗ куçарсан парне илетӗр» текен СМСсем килсен е шăнкăравласан та хăвăра ан улталаттарăр. Интернет-лавкка тепӗр чух енчӗкшӗн хăрушсăр мар, мӗншӗн тесен  шулӗксем вӗсен фишинг-сайчӗсене, ултавлă сайчӗсене тума хăнăхса çитнӗ. Çавăнпа кунта та тимлӗ пулмалла. Мӗншӗн тесен кун пек сайтсенче «туяннă» япаласем сирӗн пата нихăçан та çитмеççӗ, çухатнă укçана полици те тавăрса параймасть. Сăлтавӗ – укçана шулӗксем пӗр банкри шут çинчен теприн, унтан виççӗмӗш, тăваттăмӗш банка куçарса йӗрӗсене тасатаççӗ.
Енчен те «тӳлевсӗр» пӗлтерӳ сайчӗ урлă пӗр-пӗр япала сутатăр-тăк, кунта та туянаканăн укçи шут çине çитмесӗр сăмахне шанма васкамалла мар иккен, мобильлӗ банк урлă тӳленин чекӗн скриншотне ярса парсан та. Çапла вара шулӗксем çывăрмаççӗ, вӗсем пирӗн укçана вăрлама çӗнӗрен те çӗнӗ майсем шырасах тăраççӗ. Калăпăр, телефон çине укçа хунă чух терминал панă чек та вӗсемшӗн тупăш тумалли мел. Вӗсем çак чекпа банка кайса йăнăшпа укçа куçартăм тесе укçа илме пултараççӗ.  Кукăр алăллисенчен сыхланмалли пӗртен-пӗр ансат мел вăл – тимлӗрех пуласси, кашни шăнкăравлакана сăмах вӗççӗнех шанма пăрахасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев