Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни килтех пултӑр "Сувар"

Тӗрӗссипе, республикăра пурăнакан чăвашсен пурнăçне урăх никам та çутатса памасть

"Ку хаçата вуласа тухмасăр çырăнма кӗместпӗр-ха», – тет ЗАГСа мăшăрланма килнӗ телейлӗ мăшăр. Çав тери хавхалантаракан, шанăç кӳрекен сăмахсем. Тăван чӗлхене, апла пулсан тăван халăхăн культурине, хакласа çемье çавăракан мăшăрăн пурнăçӗ телейлӗ пуласси куçкӗрет. Ăруран ăрăва куçса пыракан хаклăхсем çинче никӗсленнӗ çемье яланах çирӗп вăл. Тăван чӗлхепе калаçса пурăнакан çемьере ачасем пур енлӗн тӗрӗс​ те çирӗп, сывă йӗркеленеççӗ. Кун пек çемье тăлăх-тураттăн мар, авалхи халăхăн тымарӗсем паракан вăй-халпа пурăнать.

Тăван сăмаха, чӗлхене​ çитерекенни, упраканни аслă ăрусемсӗр пуçне, паян «Сувар» хаçат пулса тăрать. Тутарстанра тата ытти регионсенчи чăвашсене пӗрлештерсе тăванла çемьене пуçтарать. Тутарстан чăвашӗсен унсăр пуçне теле-радиоканал та çук. Тӗрӗссипе, республикăра пурăнакан чăвашсен пурнăçне урăх никам та çутатса памасть. Çавăнпа «Сувар» хаçат кашни килте, кашни çемьере пулмаллах.
Декабрӗн 3-13-мӗшӗсем – çырăнтару декадин тапхăрӗ. Çак майпа усă курса, тăванăм,​ «Сувар» хаçата çырăнса юлма васка. Хăв та çырăн, тăванусемпе çывăх тусусене пӗлтерме те ан ман. 2021 çулта та, тăванăмăрсем, эсир пирӗнпе пуласса шанса тăратпăр.
Ирина ТРИФОНОВА,
тӗп редактор.​ ​ ​
Виталий Ачча сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев