Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни минут çурăра Раççейре пӗрер çынна инсульт пулать

Октябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанти волонтер-медиксем çынсене инсультпа инфаркт симптомӗсене уйăрма вӗрентеççӗ.

Шутлама кăна вӗт, кашни минут çурăра çӗршывра пӗрер çынна инсульт пулать. Пирвайхи 4-5 сехетре тивӗçлӗ пулăшу параймасан, пуç миминчи тӳрлетейми улшăнусене пула вăл инвалида çаврăнать е вилет.

Хăрушă статистика. Октябрӗн 28-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери инсультпа кӗрешмелли кун, Хусанти волонтер-медиксем  «Южный» суту-илӳ центрӗнче 15: 30 сехетре хусансемпе хăнасене инсультпа инфаркт симптомӗсене мӗнле уйăрса илмеллине вӗрентӗç, тесе пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби. Кунсăр пуçне çын пиçсен, юн кайсан, тытамак тытсан, паника атаки пуçлансан пӗрремӗш пулăшу мӗнле памаллине те ăнлантарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: медслужба