Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кашнин историйӗ кăсăклă, хăйне евӗрлӗ

«Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем хальхинче «Асамлă ачалăх» коллективлă сборника пахаларӗç. Вăл Чăваш кӗнеке издательствинче 2024 çул вӗçӗнче пичетленсе тухрӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Кăларăмра XXI ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем – пурӗ вăтăр çичӗ автор – ачалăхне, асра юлнă вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççӗ.

Ольга Леонидовна алçырăва еплерех пухса хатӗрлени çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. «2023 çула Раççейре Педагогпа наставник çулталăкӗ тесе палăртрӗç, Чăваш Республикинче вара ăна Телейлӗ ачалăха халалларӗç. Çавна май издательствăн социаллă сетьсенчи страницисенче лартма, хаçат-журнала сӗнме çыравçăсен асаилӗвӗсене пухма пуçларăм. Ман тӗллев вӗсен ачалăхӗнчи интереслӗ самантсене кăтартса парассиччӗ. Авторсен ӗçӗсем килме пуçларӗç, вӗсемпе паллашнă хыççăн шухăша путрăм. Пуян содержаниллӗ, кăсăклă асаилӳсенче кашни сăмахӗ хаклă. Интернета лартас пулсан кӗскетмелле. Ку ӗçе тума тăхтарăм, шухăш улшăнчӗ. Çулталăк тăршшӗпех писательсен хайлавӗсене пухса пытăм, çырса ӗлкӗрейменнисене аса илтерсе, хавхалантарса тăтăм. Майӗпен алçыру йӗркеленсе пычӗ. Малтан ача-пăча литературинче тухăçлă ӗçлекенсене кăна кӗртмелле пуль тенӗччӗ, каярахпа çитӗннисем валли хайлакан аслă ӳсӗмри авторсене те хушрăм. Вӗсем те тахçан ача пулнă-çке, хăйсем каласа панинчен пахи нимӗн те çук. Ытти регионсенче пурăнакан чăваш çыравçисен пурнăçӗпе пултарулăхне те кăтартса парас килчӗ. Кăларăма Чăваш, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Чӗмпӗрпе Самара облаçӗсенчи чăваш писателӗсен асаилӗвӗсем кӗчӗç», – терӗ Ольга Леонидовна.

Ольга Иванова редактор алçырăва пичете хатӗрлени çинче чарăнса тăчӗ.

«Ку кăларăмпа ӗçлеме тӳр килнишӗн питӗ савăнатăп. Кашнин историйӗ кăсăклă, хăйне евӗрлӗ. Çав хушăрах пӗрпеклӗхсем те пур. Тӗслӗхрен, темиçе автор та пӗчӗк чухне шывра путма пултарнă, телее, чӗрӗ-сывă юлнă. Редакциленӗ май хăш-пӗр асаилӗве хушрăмăр, пуянлатрăмăр. Раççейре паянхи кун тухăçлă ӗçлекен вырăс авторӗсене пӗрлештерекен «Как мы пишем. Писатели о литературе, о времени, о себе» кӗнеке пур, халӗ пирӗн те, чăвашсен, çакăн евӗрлӗ сборник вулакан патне çитрӗ», – савăнăçне пытармарӗ Ольга Михайловна.

Сергей Павлов кӗнекене вуласа тухнă хыççăн хăйне кăсăклантаракан авторсен хайлавӗсене тепӗр хут психотип тӗлӗшӗнчен тишкернӗ-мӗн. Мӗншӗн шăпах вăл е ку саманта çырса пани шухăша янă ăна. Çамрăксене вара çапларах сӗнӳ пачӗ вăл: «Хаçат-журнал-и, кӗнеке-и – кирек мӗн вуланă чухне те мӗнле çырмалла маррине вӗренӗр».

«Çак кӗнекере ман ачалăх кунӗсем çырăнса юлчӗç. Кунта – ман асанне, вăл мана мӗнле ăс пани, эпӗ ӳсни. Тавах мана çакăн чухлӗ сăмах панăшăн», – терӗ Светлана Асамат.

Василий Кервен хăтлавра хăйӗн вӗрентекенне – Георгий Прокопьевич Васильева – аса илчӗ, лайăх учителӗн вӗрентӗвӗ ачасене пысăк витӗм кӳнине пӗлтерчӗ. Раиса Сарпи те кăларăма ăшшăн йышăннă, унпа кăмăллăн паллашнă. Сборника авторсен тӗрлӗ ӳсӗмри сăнӳкерчӗкӗсем кӗни паха пулнине асăнчӗ вăл.

«Хăрушла вăйлă, питӗ лайăх! Вулама тытăнсассăн чарăнаймастăн», – çапларах хак пачӗ «Асамлă ачалăха» Владислав Николаев. Ăна тӳрех ашшӗпе амăшне парнеленӗ Владислав Дмитриевич. «Эпир те кӗнекене лекрӗмӗр», – тенӗ вӗсем издательствăна тав тунă май. «Çак кăларăм питӗ хаклă, мӗншӗн тесен вăл пирӗн çинчен каласа кăтартать, эпир еплерех çырма пуçăнса кайнине уçса парать», – хăпартланса калаçрӗ Юлия Силэм. Хуплашка малтанах тивӗçтермен ăна, тем çитмест пек туйăннă, анчах каярахпа килӗшме пуçланă-мӗн. Улькка Эльмен çыравçă сборникпа сăнӳкерчӗксене пăхнинчен паллашма пуçланă. «Хăшне-пӗрне тӳрех палласа илме пулать. Лариса Петрова, сăмахран, кунта пач урăхла пек туйăнать. Кăларăм ачасемшӗн те усăллă. Пӗр-пӗр шкул ачи ăна вуласа тухсан çыравçăсем те пирӗн пекех пулнă-çке теме, хăй вăйне шанса çыру сӗтелӗ хушшине ларма пултарать», – терӗ Ольга Геннадьевна О.Федорова проекчӗн пысăк пӗлтерӗшне палăртса.

Вăрăм çула кӗскетсе Чӗмпӗртен Елена Аксупи килсе çитнӗ. «Асамлă ачалăха» тин тытса курчӗ вăл çак каç. Хăй чӗререн савăннине пӗлтерчӗ: «Ку сборникăн хакӗ вăхăт иртнӗ май тата та ӳсӗ… Ман ача чухнехи сăнӳкерчӗксем питӗ сахал. Шăллăм пӗр-иккӗшне телефонпа ӳкерсе илсе ярса пачӗ-ха ӗнтӗ...»

«Сана кӗнекере кăларасса ун чухнех пӗлнӗ пулсан ятарласа район центрне кайса ӳкерттернӗ пулăттăмăр», – терӗ анне», – чунне уçрӗ Нина Царыгина.

Мальвина Петровăна çыравçăсене çуралнă çулӗсене кура вырнаçтарса тухни кăмăла кайнă.

«Кашни тапхăрта ачалăх мӗнле пулни яр уççăн курăнать. Асамлă тенӗ пулсан та, биографисене пăхсан кашнин ачалăхӗ тертлӗ пулнă. Чылайăшӗ çырма пӗрешкел пуçланă, хаçат-журналпа туслă пулнă», – терӗ вăл.

Çыравçăсен кун-çулӗнче пӗрпеклӗхсем чылаййипе Лариса Петрова та килӗшрӗ.

Пӗтӗмӗшле, варкăшçăсем сборника пысăк хак пачӗç, пухса хатӗрлекене тав турӗç. Иккӗмӗш кăларăм пухса кăларсан аван пулмалла текен шухăш та янăрарӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашские писатели