Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăҫал Kazan Digital Week 2023 халăхсен хушшинчи форум нумай ҫӗнӗлӗхсемпе тĕлĕнтерчĕ

Паян, сентябрĕн 20-мĕшĕнче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче Kazan Digital Week 2023 халăхсен хушшинчи форум ӗçлеме пуçларĕ.

Мероприяти сентябрӗн 20 – 22-мӗшӗсенче кăçалтан федераллă шайра иртет.

Форум тӗллевӗ – импорта хамăрăн продукципе улăштарма тата импортран иртсе кайма май паракан наукăпа техника информацийӗпе ылмашăнма, ун активӗсене консолидацилеме пулăшасси, ют çӗршывсемпе хутшăнусенче Раççее технологи суверенитечӗпе тивӗçтересси, ăна ку енӗпе лидер çӗршыв пек йӗркеленме пулăшасси.

Çакăн пек задачăсем лартнă ИТ сфера умне Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин.

Форумăн программи анлă, унпа пӗрлех тата цифра технологийӗсемпе Kazan Digital Skills 2023 чемпионат пуçланчӗ. Профессилле компетенцисен аталану центрӗн генеральнăй директорӗ Эмиль Губайдуллин пӗлтернӗ тăрăх кăçалхи чемпионат 30 компетенципе иртет. Раççей регионӗсен командисемсӗр пуçне Китай çӗршывӗн команди те хутшăннă.

Kazan Digital Week 2023 халăхсен хушшинчи форум сентябрӗн 20-мӗшӗнче ирхине 8 сехетрех пуçланчӗ. Ăна уçнă çӗре ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăлла коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев тата ыттисем хутшăнчӗç.

Малтанласа вӗсем ИТ-проектсен куравӗпе паллашрӗç. Тӗлӗнмелли нумай пулчӗ: «КАМАЗ» предприятин «Атом» электромобилӗ, ятарласа çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн сотрудникӗсем валли шутласа кăларнă «Москвич3» автомобиль, «Таттелекомăн» пилотсăр мини-машинисен ăмăртăвӗ, «Газпром СПКА» предприятин космос аппарачӗн проекчӗ тата ытти интереслӗ проектсем.

 «Паян тӗнче йăлт цифрăланса кайрӗ. Kazan Digital Week 2023 форумра пулса иртекен япаласем пирӗн патшалăхшăн çеç мар, хутшăнакан ытти çӗршывсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулӗç», – терӗ ТР Раисӗ мероприятие уçнă чух.

Максут Шадаев Kazan Digital Week форум йăлари мероприяти пулса тăнине палăртрӗ. «Çулсерен  форума хутшăнакансен шучӗ ӳссе пырать. Çав шутра компанисен те. Ку çӗршывра цифровизаци хăвăртлăхӗ ӳссе пынине кăтартать. Кунта чи пӗлтерӗшлӗ çӗнӗлӗхсене – киберхăрушсăрлăха, сывлăх сыхлаври цифровизацие тата ытти сферăна кӗнӗ çӗнӗлӗхсене сӳтсе яваççӗ», – терӗ Максут Шадаев форума уçас церемонире.

Калас пулать, форумра 10 юхăм палăртнă, çавсен шутӗнче интеллектуаллă транспорт системи, цифра индустрийӗ, киберхăрушсăрлăх, вӗрентӳри,сывлăх сыхлаври, культурăри, ял хуçалăхӗнчи, патшалăх управленийӗнчи цифра технологийӗсем, финтех тата бизнесри çӗнӗлӗхсем.

Сăмах май, «КАМАЗ» генеральнăй директорӗ Сергей Когогин пӗлтернӗ тăрăх, «Атом» автомобилӗн пӗрремӗш черетне производствăна  çулталăкран хута яма палăртнă, унччен вара çак проекта тӳпе хывнă çынсене символлă номерсем çине алă пустарма шутланă. Çапла Рустам Миннихановпа Максут Шадаев автограф хăварнă пӗрремӗш çынсем пулчӗç.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА тата авторăн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум