Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Казанка хӗрринче ача-пăча паркӗ пулать

Тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли вăйă площадкисем, канмалли вырăнсем тата фуд-корт. Сăрт çинчен анмашкăн пусма та тăвӗç.

Чи пӗчӗккисем валли Хусанта малашне ятарлă парк пулать. Вырăнӗ те паллă – Наци библиотекипе «Урам» экстрим-парк хушшинчи лаптăк. Парк строительствине ТР Раисӗ Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе пуçлӗç. Республика ертӳçин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе ку вырăна хăтлăх кӗрмен-ха. Хусан аталанăвӗн институчӗ вара проектăн эскизне вӗçлесе пырать. Сăмах май , ăна Рустам Нургалиевича кăтартнă та ӗнтӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, çав вырăна çитес вăхăтра йывăç-курăк лартмалла. Паркра çаплах ача-пăча мероприятийӗсемпе мастер-класӗсем валли ятарлă павильон та тăвӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: парк