Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кемеровăри православи чиркӗвне çӳрекенсене митрополит Аристарх Игнатий владыкăпа паллаштарнă

Чистай, Аксу, Алексеевски районӗсенчи чиркӗве çӳрекенсенчен нумайăшӗ: «Халӗ мӗнпур пачăшкăна та шанма çук иккен», – теççӗ. Чистай тата Анат Кама епархийӗнче Игнатий вăхăтӗнче ӗçленӗ пӗр çынран (ятне, ăна начар тăвасран сыхланса, кăтартмастăп) тӗн служителӗсен пӗр ушкăнӗ епископа путлӗ пуçтарăнма та вăхăт паманни, ăна хирӗç пуçарнă ытти сăтăрла ӗçсем туни пирки пӗлтӗм. Юри. Кайран вара тӗрлӗ усал сăмах сарса çӳренӗ. Мӗн чухлӗ ырă ӗç тунине вара шута та илесшӗн мар. Юхăннă епархие тирпее кӗртрӗ, семинари пӗтериччен экономика специальноçӗпе аслă пӗлӳ илнӗскер, хуçалăха ертсе пыма вăй-халӗ те, ăс-тăнӗ те çителӗклӗ. Епархие кӗрекен тăхăр районти вуншар прихутра чиркӳсем тăвăнчӗç, вырсарни шкулӗ ӗçлесе кайрӗ. Нумай ачаллă чухăн пурăнакан çемьесене адреслă пулăшу йӗркелесе ячӗç, инвалид ачасемпе тачă ӗçлеме пуçларӗç. Куллен вуншар çын епархие пулăшу ыйтса çӳренӗ. Пӗрне те сивӗтсе яман.  

Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие Кемерово тăрăхне куçарни çинчен хаçатра çырнăччӗ. Хурланса ăсатнă хыççăн владыка унта епле çитнӗ-ши, мӗнле-ши ăна унта текен шухăш пуçран каймарӗ. Тӗн наставникӗсӗр тăрса юлнипе нумайăшӗ халӗ хăйне тăлăххăн туять. Аслă типӗре чиркӗве сыпма кайманни те чуна ыраттарать. Типӗ тытсан та тӗн служителӗсене шанма пăрахнипе (пурне те мар, паллах)  чун нихăш енне те выртмасть. Кама леш енчи районсенчи хăш-пӗр благочиннăйсен хăтланăвӗсене кура çӳç-пуç вирелле тăрать. Ăна сăмахпа та ăнлантарса пама çук. Шуйттанланнă тесен кăна.

 

Чистай, Аксу, Алексеевски районӗсенчи чиркӗве çӳрекенсенчен нумайăшӗ: «Халӗ мӗнпур пачăшкăна та шанма çук иккен», – теççӗ. Чистай тата Анат Кама епархийӗнче Игнатий вăхăтӗнче ӗçленӗ пӗр çынран (ятне, ăна начар тăвасран сыхланса, кăтартмастăп) тӗн служителӗсен пӗр ушкăнӗ епископа путлӗ пуçтарăнма та вăхăт паманни, ăна хирӗç пуçарнă ытти сăтăрла ӗçсем туни пирки пӗлтӗм. Юри. Кайран вара тӗрлӗ усал сăмах сарса çӳренӗ. «Епископ тирпейсӗр çын, хăй хыççăн та пуçтарайман», – тени таранччен. Тӗн представителӗсен сăмахӗ çапла пулмалла-и? Мӗн чухлӗ ырă ӗç тунине вара шута та илесшӗн мар. Юхăннă епархие тирпее кӗртрӗ, семинари пӗтериччен экономика специальноçӗпе аслă пӗлӳ илнӗскер, хуçалăха ертсе пыма вăй-халӗ те, ăс-тăнӗ те çителӗклӗ. Епархие кӗрекен тăхăр районти вуншар прихутра чиркӳсем тăвăнчӗç, вырсарни шкулӗ ӗçлесе кайрӗ. Нумай ачаллă чухăн пурăнакан çемьесене адреслă пулăшу йӗркелесе ячӗç, инвалид ачасемпе тачă ӗçлеме пуçларӗç. Куллен вуншар çын епархие пулăшу ыйтса çӳренӗ. Пӗрне те сивӗтсе яман.  
Анчах ăна хирӗççисем тăрăшнипе Игнатий владыкăна Тутарстанран 3-4 пин километр инçӗше ячӗç. Укçа чирӗпе чирленӗскерсене тӳрӗ кăмăллă епископ чăрмантарнă пулмалла. Нумай çулсем хушши тăтăшах чиркӳ тума тесе халăхран, меценатсенчен укçа пуçтарса тăнă, анчах ӗçӗ пит  курăнмасть. Капла çынсем чиркӳрен писме пултараççӗ-çке? Ӗненӗвӗ çирӗп, анчах чиркӗве çӳремен сахал мар çынна пӗлетӗп. «Чиркӗве бизнеса çавăраççӗ, кăмăл çук. Турра шанма мана укçа кирлӗ мар», – теççӗ вӗсем. Çакăн пек чухне Игнатий пек тӳрӗ кăмăллă пачăшкăсем кирлӗ те. Вăл пулăшнă çынсен шучӗ çук. Тӗрлӗ инкекрен, вилӗмрен, пысăк çылăхран сыхласа хăварнисемпе хам та курса калаçнă. Вӗсем ман сăмахсене çирӗплетме пултараççӗ. Халăх вăл ыррине чунпа сисет, çавăнпа Игнатий хыççăн кӗтӗвӗпе çӳретчӗç те.
Владыкăн ӗç-хӗлӗпе интересленнипе ку эрнере унпа шăнкăравласа калаçрăм.
– Турă хăтарчӗ пулӗ мана, усал çӗртен илсе кайрӗ. Эп турă çынни, ăçта ярсан та каятăп. Эпир хамăрăн ирӗкпе пурăнмастпăр. Хальлӗхе кунта никама та палламастăп-ха, – терӗ владыка телефонпа шăнкăравласан. Хăйне Кăчкă вырсарникунӗ (çак кун Иисус Христос Иерусалима ашак çине ларса пырса кӗнӗ. –Авт.) умӗн Кузбасри православи çыннисемпе паллаштарнине те кӗскен пӗлтерчӗ.
Апрелӗн 24-мӗшӗнче Кăчкă вырсарникунӗ умӗн Кемерово тата Прокопьевски митрополичӗ Аристарх Кемерово хулинчи Знаменски соборӗнче праçник умӗнхи  каçхи кӗлӗ ирттернӗ. Ăна пулăшса пыраканӗ Гурьевски епископӗ Игнатий (çапла унăн хальхи ячӗ) тата кафедра храмӗн ытти клирикӗсем пулнă. Çавăн чухне ӗнтӗ Кузбасри православи чиркӗвне çӳрекенсене митрополит çӗнӗ епископпа паллаштарнă.
Сăмах май, Кузбасс тăрăхӗнче те чăвашсем пит йышлă. «Советская Чувашия» хаçат иртнӗ çулта унта пурăнакан йăхташсем çинчен статья çырса кăларчӗ – чăваш культурин V фестивалӗ çинчен. Ăна Кемерово облаçӗнчи Прокопьевка районне кӗрекен Михайловка ялӗн çыннисем йӗркеленӗ. Çак яла Чăваш Енрен тухса кайнă çынсем 100 çул каяллах йӗркеленӗ. Паян вăл Кузбасс чăвашӗсен наци культурин тӗп центрӗ пулса тăрать. Районта пурăнакансен 10 проценчӗ – чăвашсем. Сăмах май, михайловкăсем 2006 çулта Архангел Михаил ячӗллӗ чăваш чиркӗвне уçса святить те тутарнă.
Çак хыпара Игнатий владыкăна та пӗлтертӗмӗр. Хăв халăх çынни ют çӗрте вăл тата та çывăхрах-çке. Тата тăван халăх пек çирӗп тӗрев кам парайтăр? Игнатий владыка тавра ӗненекен çынсем унта та пуçтарăнасса пӗрре те иккӗленместпӗр. Мӗншӗн тесен ун сăмахӗ чуна витерет, ырра шанма пулăшать. Православи вăл – чи малтан юрату. Турă патне çула вăл шăпах юрату урлă хывать.

Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗк  Игнатий владыкăн харпăр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тӗн