Керчьре вилнисен шучӗ 20-е çитнӗ
Керчь çыннисемпе пӗрле Тутарстан та хурланать. Хусанти Ленинский садик патӗнче импровизациленӗ мемориал патне ӗнертенпе çынсем чечексем килсе хураççӗ.
Ӗнер кăнтăрла Керчьри политехника колледжӗнче пулнă хăрушă инкекре вилнисен шучӗ паян 21 çитнине хыпарлаççӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем. Аманнисем вун-вун çынна яхăн. Вӗсене Крым тата Краснодар больницисене ăсатнă. Аса илтеретпӗр, ӗнер кунта взрыв кӗрленӗ тата çынсене пăшалпа пенӗ. Ӗнер ку преступление теракт пек хакланăччӗ. Тӗрӗслев кăтартнă тăрăх, «иккӗ е ытларах çынна хăрушла майпа вӗлерни» статьяпа улăштарнă. Ирсӗрле ӗçе колледжăн 4-мӗш курс студенчех тунă-мӗн. 18 çулти Владислав Рослякова пулăшакансем пулни паллă мар. Вăл пӗчченех тунă çак хăрушла ӗçе. Взрывчаткине те хăйех ăсталанă. Сентябрь уйăхӗнче законлă майпах пăшаллă та пулнă. Чăн та каччă пăшал туянма – 300 пин, патронсем валли – 13500, пăшала упрамалли шкап валли 5 пин тенкӗ ăçтан илни ыйту çуратать. Сăмах май, каччă хăй те перӗнсе вилнӗ.
Инкекре нумай çыннăн пурнăçӗ татăлнăран Крымра виçӗ кун траур пулнине, вилнисен çемйисене 1 миллионшар тенкӗ пулăшу панине тата патшалăх шучӗпе пытарассине пӗлтернӗ.
Чăнах та пысăк çухату, Керчь çыннисемпе пӗрле Тутарстан та хурланать. Хусанти Ленинский садик патӗнче импровизациленӗ мемориал патне ӗнертенпе çынсем чечексем килсе хураççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.19100
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла16500
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать28502
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать10400
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать14800
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ13900
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать28502
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.19100
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла16500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика