Сувар

Хаҫат парнине Упине леҫсе килтӗмӗр

Пурте килеймеҫҫӗ ҫав Хусана тивӗҫнӗ парнине илме

Иртнӗ ҫурҫуллӑхра "Сувара" ҫырӑнса квитанцине редакцине ярса панӑ ҫынсем хушшинче лотерея ирттернӗччӗ. Нумайӑшне хуҫисене патӑмӑр ӗнтӗ, анчах юлнисем те пур. Вӗсенчен пӗри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упире пурӑнакан Роза Самандеева. 

Ӑна утма йывӑр пулнипе редакци ӗҫченӗсем лотерейӑна выляса илнӗ алӑ сехетне килнех кайса пачӗҫ. 

Реклама

Хаҫат ертӳҫи Ирина Трифонова "Сувара" нумай ҫул ҫырӑннӑшӑн тав турӗ, сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ. 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: