Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăçан иртӗ ку коронавирус?

Инфекци больници умӗнче васкавлă пулăшу машинисен черечӗ чакма мар, ӳссех пынăн туйăнать. Тем пек йăлăхтарчӗ пулин те, коронавирус çинчен илтес килмесен те, асăрханма пăрахмалла мар. Санитари нормисене пăхăнмаллах. Сывлăх хаклăрах-çке.

Маскăпа перчеткене, шел пулин те, хывма иртерех. Коронавируспа  кунран кун чирлекенсен шучӗ чаксан та вăл пур. Асăрханмасан лекме пултарать. Паяна Тутарстанра COVID-19 чирленӗ 41 пулăма палăртнă, пурте ертнисем. Çак шутран 2-шне кăна больницăна хунă, ыттисем килте сипленеççӗ. Пуринчен ытла 30-50 çултисем чирлеççӗ, урăхла каласан, чи активлă сий, пурӗ 23 пулăм. 50-60, 60-70 çултисен хушшинче 5-шер чирлине палăртнă. 18-30 çултисен хушшинче 6-ăн. ачасемпе 80-ран иртнисен хушшинче коронавмируспа чирлисем çук. Хуласенчен малти вырăнта Хусан (21 пулăм), унтан Çырчаллипе Саба районӗ пыраççӗ (5-шер  пулăм), Çӳлтупа Лайăшра 2 чирлекен, Аксу, Арск, Тури Услон, Ешӗлвар, Кукмор, Пӗтреç районӗсенче 1-рер чирлекен тупăннă.

Пӗтӗмлетсе каласан июнӗн 28-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавируспа чирлекенсен шучӗ 4472 пулăмпа танлашнă. Çак хушăра 3309-шӗ сывалнă, 1148-шӗ хальхи вăхăтра сипленет.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье