Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăçан пулӗ-ши чăваш ачисен телеканалӗ?

Пӗтӗмлетсе каласан, чăваш чӗлхин пуласлăхӗ чӗлхеçӗсемпе филологсен, вӗрентекенсен тивӗçӗ кăна мар, пурин те.

Апрелӗн 25-мӗшӗнче эпир Чăваш чӗлхи кунне палăртатпăр. Кашни шухăшлакан чăвашшăн вăл пысăк пӗлтерӗшлӗ. Шухăшлаканнисен тӗп тивӗçӗ вара – тăван чӗлхемӗре аталантарма, ăна упраса хăварма хистекен туйăма мӗнпур чăваш çынни патне çитересси. Ан тив, вӗсен чӗринче те чӗлхене сума сăвас, хисеплес, вӗренес туйăм вăрантăр.

Сăмаха ӗç çине куçарсан: паян Тутарстанра чăваш чӗлхине сыхласа хăварас енӗпе нумай ӗç илсе пырăнать. Пӗрремӗшӗнчен, республикăра «Сувар» хаçат тухса тăрать. Хаçата паян информаци хатӗрӗ пек кăна йышăнма çук, ăна Тутарстан чăвашӗсен хальхи летопиçӗ теес килет. Иккӗмӗшӗнчен, чăваш чӗлхине вӗрентекенсем тăван чӗлхемӗре упраса хăварассипе питӗ пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Хальлӗхе Тутарстанра 90 ытла чăваш шкулӗ ӗçлет. Шел пулин те, сахал ачаллă ялсенче шкулсем хупăнаççӗ. Район шкулӗсене çӳреме тытăннисем вырăсланаççӗ.


Ашшӗ-амăшӗ пит шухăшламасть ачине чăвашла вӗрентме. Ăçтан, хăçан пуçланчӗ-ши чăваш çемйинче хамăр чӗлхене вырăс е ытти чӗлхене чăрмантаракан фактор вырăнне хума пуçлани? Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене пысăк тав калас килет. Вӗсем тăрăшнипе шухăшлакан çын хăй ачине чăвашла вӗрентет, вӗренӳре пулăшать. Тутарстанри чăваш шкулӗсем пӗр-пӗринпе тачă çыхăнура тăни аван. Чăваш чӗлхи учителӗсен Ватсапра хăйсен ушкăнӗ пур. Унта вӗсем çивӗч ыйтусемпе, вӗрентӳ процесӗпе, квалификацие ӳстерес ыйтусемпе çыхăннă йывăрлăхсене сӳтсе яваççӗ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаççӗ.
Виççӗмӗшӗнчен, Тутарстанра Чăваш наципе культура автономийӗ, районсенче унăн филиалӗсем – чăваш центрӗсем ӗçлени ырă пулăм. Тăван чӗлхене вӗсем культура чӗлхи урлă аталантарса упраса хăварма тăрăшаççӗ. ЧНКА çумӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ ӗçлени пысăк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем хальхи çамрăксене ăнланас çулӗ, аслисемпе танлаштарсан, кӗскерех. «Аталан» çулсерен чăваш шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗрлӗ форумсем ирттерет. Вӗсем квест майлă пулнипе  ачасем унта хаваспах хутшăнаççӗ. Аталансем хушшинче чăваш блогерӗсем пулни лайăх. Вӗсем социаллă сетьсенчи хăйсен аккаунчӗсене чăвашла илсе пыни тăван чӗлхен статусне, рейтингне çӗклет. Вӗсем пӗр виççӗн-тăваттăн та пур.
Пӗтӗмлетсе каласан, чăваш чӗлхин пуласлăхӗ чӗлхеçӗсемпе филологсен, вӗрентекенсен тивӗçӗ кăна мар, пурин те. Чӗлхе сумне ӳстерес тесен ырă тӗслӗхсем нумайрах пулсан аван. Республика ертӳçисен вăйлă пулмалла, Чăваш Республикин рейтингӗ пур енӗпе те, çав шутра социаллă-экономика аталанăвӗпе, çӳллӗ шайра пулмалла. Республика Пуçлăхӗ наци лидерӗ пулмалла. Кăна Тутарстан тӗслӗхӗпе кăтартма пулать. Рустам Минниханов вăйлă Президент пулнисӗр пуçне наци лидерӗ те. Çавна халăхӗ курать, хăй культурипе, чӗлхипе мăнаçланать. Наци лидерӗ тутар чӗлхин рейтингне хăй халăхӗ умӗнче çӗклеме пултарчӗ, культурăна тӗнче шайне кăларчӗ. Мӗншӗн пирӗн вӗсен тӗслӗхӗпе усă курас мар? Чăваш Республики вăйлă та çирӗп аталанакан регион пулсан, Раççей, тӗнче шайӗнче сумлă та пултаруллă çыннисем йышлă пулсан халăхăмăр çакăнпа мăнаçланса кашни хăй ачине, паллах, чăвашла вӗрентӗ. Кашни чăвашăн уншăн тăрăшмалла. Хамăрăн чи авал та илемлӗ чӗлхене çитес ăрусем валли сыхласа хăварма пӗлмелле. Эпир чăннипех пуян халăх. Пирӗн искусствăсен кашни тӗсӗ аталаннă (киноискусствăна аталантарасчӗ, Раççей шайне те пулин кăларасчӗ), литература пуян. Тата Чăваш Ен ертӳçисем патне пӗр сӗнӳ пур: Чăваш ачисем валли ятарлă телеканал уçмалла. Тутарсен «Шаян» телеканал пур. Унта кунӗпе ачасем валли тутарла кăларăмсем, уроксем, мультфильмсем кăтартаççӗ. Раççейри чи паллă анимаци сериалӗсене вӗсем хăйсен чӗлхи çине куçарнă. Чăвашсен те телеканал уçмаллах. Ача хăй юратнă мультфильмӗсене, ан тив, чăвашла пăхтăр. Çапла вăл мӗн пӗчӗкрен чăвашла вӗренӗ. Ун валли укçа шеллемелле мар.
Кăтартăвӗ халăхăмăршăн шутсăр пысăк пулӗ. Чăваш чӗлхине упраса хăварас тесен çӗнӗ технологисемпе анлă усă курмалла. Ачасем гаджетсем юратаççӗ, апла вӗсен платформисемпе анлă усă курмалла. Чăвашла видео-вăйăсем шутласа кăлармалла. Вӗсем пулăшу вырăнне пулӗç. Инвесторсем шырамалла. Шанатăп, сӳрӗк мар çынсем пирӗн хушăра йышлă. Чăваш Республикин çӗнӗ Пуçлăхӗ Олег Николаев чăваш чӗлхи пуласлăхӗшӗн ырă ӗçсем тăвасса шанас килет. Пирӗн ачасем валли чăвашла телеканал уçассине хăй ӗçӗн программине илсен аван пулӗччӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День чувашского языка