Сувар

Хаçатçă хаçатсăр пурăнаймасть

Александровсем Хусанта чи нумай хаçат-журнал çырăнакан çемье.

«Сувар» хаçат ӗçченӗсем хаçат кăлараççӗ кăна мар, çырăнса та илеççӗ. Журналиста пичет ӗçӗнчи çӗнӗлӗхсемпе, ӗçтешсен опычӗпе паллашма кирлӗ ку. Чăн-чăн профессионал нихăçан та вӗренме, хăйӗн ăсталăхне туптама чарăнмасть. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Валерьевна Александрова та акă талăкӗпех хаçата алăран ямасть тесен те юрать. 20 çул ытла «Сувар» валли материал пухса хатӗрлет, çырать пулсан, канмалли кунсенче е пушă вăхăтра çемьепех ытти кăларăмсене вулама та вăхăт тупать.
Хусанта пурăнсан та ачаран хăнăхнă йăлана малалла тăсса çемьен кашни çынни валли ятарласах чăвашла кăларăмсене çырăнса илет. 2021 çулăн  пӗрремӗш çур çулне те акă 6 хаçатпа 2 журнал çырăннă. Калăпăр, мăшăрӗпе Павел Николаевичпа (пултаруллă медицина ӗçченӗ) иккӗшӗ «Тăван Атăл» журналпа «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçата вулаççӗ пулсан, аслă хӗрӗ Эльвира – «Çамрăксен хаçатне», кӗçӗнни 5-ри Егор валли те кăларăм пур, кăçалтан почта ещӗкне «Тетте» журнал килет. Паллах, чи юратнă хаçачӗ Александровсен – «Сувар» (ăна çывăх тăванӗсене те çырăнса парассине йăлана кӗртнӗ вӗсем), мӗншӗн тесен ку хаçата кăларма Вера Валерьевна вăйне кăна мар, чун ăшшине те парать.
Александровсем «Раççей Почти» АОн «Тутарстан почти» уйрăмӗ 2021 çур çула хаçат-журнал çырăннисем хушшинче ирттернӗ конкурсăн «Любитель» номинацийӗнче çӗнтерчӗç. Хусанӗпе те чи нумай хаçат-журнал çырăнакан çемье иккен вăл. Ытти çӗнтерӳçӗсем Лениногорск, Азнакай тата Çырчалли çыннисем.
Хаçата пичете парас умӗн «Раççей Почти» АОн Тутарстанри уйрăмӗн пресс-секретарӗ, сăмах май пирӗн ентеш, Элкел чăваш пики Елена Филиппова Вера Валерьевнăна ятарласах редакцие килсе саламларӗ, асăнмалăх Раççей Почтипе «Юнилайн» издательствăн брендлă парнисемпе чысласа Раççей Почтипе çыхăнăва татманшăн тав турӗ. Хисеплӗ ӗçтешпе пӗрле эпир те хытă савăнтăмăр. Саламлатпăр! Интернет самани кунран кун анлăланса пырать пулсан та, пичет кăларăмӗ пурпӗр чуна çывăхрах, мӗншӗн тесен хаçат-журналăн чунӗ пур, ăна хăйӗн ӗçне çав тери юратакан çынсем кăлараççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗнче В.Александрова (сылтăмра) Е.Филипповăпа.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: