Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗçпе çапăçасси алăпа сулкалашасси мар

Программăн тӗп мероприятийӗ – Руç, Ылтăн Урта, Европăри юланутçăсен çапăçăвӗ.

Пăлхарти историпе архитектура музей-заповедникра çулсерен иртекен «Аслă Пăлхар» вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу фестивалӗ кăçал çитес канмалли кунсенче, урăхла каласан августăн 11-12-мӗшӗсенче, пулать. Кашни çул вăл Раççейри çӗр-çӗр çынна пухать. Программăри тӗп мероприяти – Руç, Ылтăн Урта, Европăри юланутçăсен çапăçăвӗ, ухăпа, бугуртпа перессипе турнирсем. Унта Федерацин Атăлçи, Тӗп, Урал тата Çӗпӗр округӗсенчи истори реконструкцийӗн клубӗсем хутшăнаççӗ.

Кунсăр пуçне фестивальте ташă ушкăнӗсен ташшине, факелпа фаер-шоу курма пулать. Мастер-классенче Ирланди, бал ташшисене, хӗçсемпе çапăçма, авалхи ал ăсталăхне вӗрентеççӗ. Чи пӗчӗккисем валли ача-пăча площадкисем йӗркелеççӗ. Аслăраххисем валли çар машинисен площадки, ухăпа арбалет тирӗ ӗçлет.

Фестивале харпăр машинăсемсӗр пуçне автобуспа та çитме пулать. Унта Хусанти «Южный» автовокзалтан Хусан – Пăлхар рейспа çӳрекеннисемпе е Хусан юханшыв портӗнчен катерпа çитме май пур. Кунсăр пуçне ятарлă автобуссем те йӗркелеççӗ, вӗсем шăматкунпа вырсарникун çула тухаççӗ. Расписани çапларах:

Хусан – Тӗп стадионран 8.00 сехетре;

Элмет – «Панорама» суту-илӳ центрӗ умӗнчен 7.00;

Çырчалли – «Квартал» суту-илӳ центрӗ умӗнчен 7.00;

Анат Кама – «Кама» хăна çурчӗ умӗнчен 07.30;

Ульяновск – «Дом связи» умӗнчен 10.00 (вырăнти вăхăтпа) сехетсенче.

Автобуссем каялла шăматкун 22.00. вырсарникун 18.00 сехетре Пăлхар музей-заповедник парковкинчен килме тухаççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль