Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӳхе пӑр пурнӑҫ хакӗпе танлашаймасть

Патрульсем ҫырмасемпе кӳлӗсем урлӑ пӑрлӑ каҫӑсемпе мар, урӑх юраман тӗлтен каҫакансене тытса чарӗҫ

Тутарстанри шыв объекчĕсенче ноябрь уйӑхӗнчен патруль ушкӑнӗсем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра Тутарстанӑн пӗчӗк виҫеллӗ судносене тӗрӗслекен тӗп патшалӑх инспекторӗ Юрий Венедиктов пӗлтернӗ.

Патрульсем ҫырмасемпе кӳлӗсем урлӑ пӑрлӑ каҫӑсемпе мар, урӑх юраман тӗлтен каҫакансене тытса чарӗҫ.
"Пӑр ларнӑ вӑхӑт ҫывхарнӑҫемӗн шыв объекчӗсем этем сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн пысӑк хӑрушлӑха ҫаврӑнаҫҫӗ. Чаракан знаксемпе указательсене пӑхмасӑрах ҫирӗпленсе ҫитмен ҫӳхе пӑр ҫине тухса нумайӑшӗ мӗн пулса тухасси пирки шутламасть. Хӗллехи вӑхӑтра каҫса ҫӳремелли тапхӑрсенче пӑтӑрмахсене регистрацилеҫҫӗ, – тесе пӗлтернӗ Венедиктов.
Ун сӑмахӗсемпе пӑр айне анса кайса 5 ҫын вилнӗ, 87 ҫынна хӑтарнӑ.
Постсем талӑкӗпех дежурствора пулӗҫ. Ҫавӑн пекех тутарстансем пулӑ тытма ҫӳрекен вырӑнсенче 9 пост пулать.
Йӗркене пӑхӑнманнисене штрафсем кӗтеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев