Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл Мучи патне хăнана

Тутарсен Кыш Бабайӗпе Кыш Кызы патне малашне электричкăпах кайма пулать

Тутарстанра кăçалтан чугун çул туризмне аталантарас шутпа темиçе маршрут хатӗрлеççӗ.  Вӗсенчен пӗри Кукмор районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнчи Хӗл Мучи резиденцине, Хусан-Кукмор маршрут çинче «Чекерил» ту çи йӗлтӗр турӗ, Хусан – Шемордан маршрутпа Саба районне тата Вятские Поляныне.  

Чугун çул туризмӗпе çыхăннă пӗрремӗш маршрутсем мар вӗсем. Маларах çакăн йышши 14 маршрут пурччӗ ӗнтӗ, вӗсем: «Тутарстан тӗп хулине электричкăпа», «Икӗ вокзал», Кукмора Тутарстан предприятийӗсен продукцине туянма шоп-тур тата ытти те.  Мӗнле-мӗнле интереслӗ турсем пуррине, çав шутра Арск, Çӳлту, Свияжск утрав-хула еннелле те, малашне электричкăсенчех пӗлме пулӗ, туристем валли поездсенче ятарласа стендсем вырнаçтарма палăртаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ)

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество