Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрарăма тарăхтарма хушманни пуш сăмах та мар иккен

Арçынна больницăнах леçме тивнӗ, арăмне вара – полицие

  ÇĂВАРНА ХУП!
Октябрӗн 9-мӗшӗнче Элмет хулин пӗр шкулӗнче урок пынă вăхăтра вӗрентекен 1-мӗш класс ачин çăварне скотчпа çыпăçтарса хунă. Кун çинчен йӗрке хуралçисене ачан ашшӗ-амăшӗ пӗлтернӗ. Паллах, кун пекки следовательсен тимлӗхӗсӗр юлмасть. Вӗрентекен хăтланăвӗн тата пулса иртнин сăлтавӗсене хальхи вăхăтра тӗпчеççӗ вӗсем. Çаплах шкул ертӳçисемпе, çак пăтăрмаха курнисемпе те курса калаçӗç. Ун хыççăн тин тивӗçлӗ йышăну тăвӗç.

ХИР СЫСНИСЕНЕ ПУЛА
Октябрӗн 20-мӗшӗнче М7 трассăн Пушкăртстанри Дюртли ялӗ çывăхӗнчи участокӗ çине кӗтмен çӗртен хир сыснисем сиксе тухнă. Ӗпхӳ – Хусан маршрутпа пыракан автобус вӗсене таптас мар тесе çул айккине чăмнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, виçӗ çын аманнă.

АН ТАРĂХТАР
Хӗрарăма тарăхтарма хушманни пуш сăмах та мар иккен. Кăна​ октябрӗн 20-мӗшӗнче каçхине тăхăр сехетсен тӗлӗнче Нурлат районӗнчи 50-ри пӗр арçын хăй çинче туйнă. Киле ӳсӗрле килсен арăмӗпе харкашса кайнă вăл. Хӗрарăм, ахăртнех тарăхнипе, хирӗç турилккепе тытса янă та куçӗнченех лектернӗ. Сылтăм куçӗ шăтнă арçынна больницăнах леçме тивнӗ. Арăмне вара – полицие. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, хальхи вăхăтра инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

БАЛЛОН ШАПЛАТНĂ
Октябрӗн 16-мӗшӗнче 67-ри Азнакай арçыннин пурнăçӗ сасартăк татăлнă. Паллă мар газ тултарнă баллон ванчăкӗ ăна вилмеллех амантнă. Инкек усламçă сутмалăх кӳнӗ кислород баллонӗсене хуракан хирӗçри гаражра пулнă иккен. Вăл шаплатнă чухне çывăхри хайхи арçынна ванчăкӗсем лекнӗ те. Шел, больницăна васкаса çитерсен те, çăлса хăварайман.

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри
​ управленийӗн тата ТР ШӖМӗн
материалӗсемпе усă курса
​ Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев