Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрӗх сакӑр миллион тенкӗлӗх пулӑшнӑ

Паллă ӗнтӗ, пандеми вăхăтӗнче обществăлла апатлану предприятийӗсем пысăк тăкаксем тӳсрӗç. Çавна пула Экономика министерстви вӗсен хăш-пӗр тăкакне хуплама йышăннă. Локдаун вăхăтӗнче ресторансемпе кафесем апат-çимӗç леçессипе ӗçлекен​ агрегаторсен услугисемпе нумай усă курнă. Çак сервисшăн пулнă тăкака субсидиленӗ те министерство.​ Ку çулта çак енпе МСПсем пурӗ 48 миллион тенкӗлӗх субсиди илнӗ. Программăна халӗ çӗнӗрен хута ярасшăн

Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене те пулăшусăр хăварман. Октябрӗн 11-мӗшӗнчен тытăнса вӗсенчен субсиди парассипе заявкăсем илме тытăннă. Çапла харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен патшалăхран 200 пин тенкӗ таран илме пултарать.

2021 çулта МСП субъекчӗсене пурӗ 1,2 миллиард тенкӗлӗх патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтернӗ. Экономика министерствине пăхăнса тăракан ытти ведомствăсен пулăшăвне шута илсен 3,55 миллиард тенкех пуçтарăнать.

Унсăр пуçне предпринимательсене ытти енӗпе те тӗрев параççӗ. Сăмахран, маркетплейссене тухма, продукцие рынока кăларма пулăшса,​ куравсемпе ярмарккăсене хутшăнтарса, бухгалтери илсе пырса. ​

Бизнесменсен тепӗр пуç ыратăвӗ – аренда тӳлевӗ. Вӗсем тӳлев шайне чакарма е вăхăтне куçарма ыйтаççӗ. Республика шайӗнче ку енӗпе патшалăх харпăрлăхне кӗрекен объектсенче вырнаçнă МСП субъекчӗсене аренда тӳлевне урăх вăхăта куçарнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев