Сувар

Хуçалăхсен тăкакӗ çынсемшӗн лайăх

Ытти культурăсен хакӗсем йӗркеллӗ. Кăçалхине пăхса çитес çул сахăр кăшманне мӗн чухлӗ лартмаллине те лайăх шутламалла, – терӗ министр.

Реклама

Тутарстанра кăçал сахăр кăшманӗн тухăçӗ питӗ пуян пулнă. Çавна пула сахăр песокӗн хакӗ самай йӳнелме пултарать. Ку çынсемшӗн лайăх пулӗ, анчах хуçалăхсемшӗн хаксем чакни çухатусем тӳсессипе хумхануллă. Капла вӗсем продукцин хăйхаклăхне те хуплаймасăр тăкаксем тӳсме пултараççӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтерчӗ.
– Хӗллехи вăхăтра эпир хуçалăхсемпе тӗл пулма палăртса хунă. Хуçалăхăн экономикине хакласа вӗсене кирлӗ пулăшу пама тăрăшăпăр. Ытти культурăсен хакӗсем йӗркеллӗ. Кăçалхине пăхса çитес çул сахăр кăшманне мӗн чухлӗ лартмаллине те лайăх шутламалла, – терӗ министр.
Паяна республикăра 1 миллион та 230 пин тонна ытла пылак тымар çимӗç хатӗрленӗ. Çав шутран 930 пинне тирпейлесе 137 пин тонна сахăр песокӗ тунă. Раççейӗпе сахăр производстви 1 миллион тоннăпа танлашнă.
– Хаксем хăрушла чакрӗç, пӗр тоннăшăн 19,5 пин тенкӗ. Пӗлтӗр 30 пин тенкӗ пулнине шута илсен, хаксем 30 процент ытларах чакнă. Çавăнпа сахăр песокӗн лару-тăрăвӗ питӗ çивӗч, – малалла тăсрӗ министр.
Çавна пула халӗ Раççейӗн Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви регионсене сахăр кăшманӗн лаптăкӗсене чакарма сӗнет. «Тен, хуçалăхсен чакарма тивӗ, инвесторсемпе вара площадьсене ӳстересси пирки калаçăпăр. Ку енӗпе халь ӗç пырать», – терӗ министр. Ăнланмалла мар пулса тухать. Хуçалăхсем лаптăка чакарнă чух, инвесторсем ӳстереççӗ иккен. Çак лару-тăру каллех монополистсемшӗн майлă пулса тухать-и вара?
Ку вăхăтра сахăр завочӗсем мӗнпур хăватлăхпа ӗçлеççӗ, чӗр тавар ытлашшипех. Продукцие хальлӗхе складсене вырнаçтараççӗ. Пысăк инвесторсем экспорта тухас енӗпе хӗрсех ӗçлеççӗ. Министр сăмахӗсемпе, хаксем ӳсмеллех. РФ Ял хуçалăх министерстви ку ыйтупа ӗçлет.
Малалла Марат Зяббаров кӗрхи культурăсем çине куçрӗ. Çуркунне тăпрара нӳрӗк çитменнипе 218 пин гектар çинчи кӗрхи культурăсем пӗтрӗç. Тăкак 1,6 миллиард тенкӗпе танлашрӗ. Республика уншăн халӗ те компенсаци илмен. Кӗтеççӗ.
2020 çулăн планне улма-çырла тӗмӗсене 100 гектар лаптăкра лартасси кӗнӗ. Министр сăмахӗсемпе, ку енӗпе хуçалăхсен интересӗ ӳссе пырать. Пурӗ республикăра нумай çул ӳсекен йывăçпа тӗмсен лаптăкӗ 8 пин гектарпа танлашнă. Çак юхăма çӗнӗрен чӗртме патшалăх пулăшăвӗ май панă. Пахча чӗртме пӗр гектар пуçне 300-500 пин тенкӗ параççӗ. Тутарстанра юлашки виçӗ çулта 300 пахча ӗçлеме пуçланă.
Малалла министр мелиораци ӗçӗсем, выльăх-чӗрлӗх отраслӗн кăтартăвӗсем, ял хуçалăх объекчӗсен строительствипе тӗпрен юсавӗ, техника тивӗçтерӗвӗ, фермер хуçалăхӗсемпе кооперативсене грант пулăшăвне парасси çинчен калаçрӗ. Сăмах май, 2019 çулта ял хуçалăх кооперативӗсене 375 миллион тенкӗлӗх, пуçлакан фермерсене 250 миллион тенкӗлӗх, çемье фермисене уçма 350 миллион тенкӗлӗх  грант панă. Ӳсен-тăран отраслӗнче ӗçлекен хресченпе фермер хуçалăхӗсем республикăра пурӗ – 939, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе 1033 хуçалăх ӗçлет.
Юлашкинчен министр республикăри хуласенче пыракан ял хуçалăх ярмарккисене асăнчӗ. Вӗсем сентябрӗн 14-мӗшӗнче ӗçлеме пуçланă, кашни шăматкун пулаççӗ. Ярмаркка хакӗсем, лавккарипе танлаштарсан, самай йӳнерех. Хура тул кӗрпин пӗр килограмӗ, сăмахран, 30 тенкӗ. Суту-илӳ сечӗсенче вăтамран та 41 тенкӗпе сутаççӗ кӗрпене. «Ярмарккăри хаксем малашне те ӳсмӗç. Мӗн пур кирлӗ продукци пур. Кăçал çӗрулмин тухăçӗ питӗ савăнтарчӗ. Çавăнпа та халăха выçă хăвармăпăр, запассем çителӗклӗ», – пӗтӗмлетрӗ министр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: