Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырмисем хусансене 21 михӗ çӗрулми пуçтарса панă

Апрелӗн 13-мӗшӗнче хулаçырмисем Фонд попеченийӗнче тăракан çемьесем валли 21 михӗ çӗрулми, ытти пахча çимӗç – купăста, кишӗр пухса панă.

Хусанта пурăнакан ентешӗмӗр Валентина Бушуева ертсе пыракан «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗ самоизоляци режимӗнче те ӗçлеме пăрахман. Хăйсен попеченийӗнчи 256 çын, пӗтӗмпе 61 çемье тимлӗхсӗр юлман. Фондăн волонтерӗсем тата та активлăрах ӗçлени курăнать. Самоизоляци вăхăтӗнче ытларах гуманитари пулăшăвӗн кирлӗлӗхӗ ӳснине пӗлтерчӗ  Валентина Бушуева, пуçтарăннă укçа-тенкӗ пӗтӗмпех апат-çимӗç туянма каять иккен. Нумай пулмасть фонд «Доброе село» çӗнӗ проект пуçарнă. Халӗ вӗсене ял çыннисем пулăшăва килнӗ. Ку ӗçре хулаçырмисем – пӗрремӗш. Пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ çемьесене вӗсем пахча çимӗç пухса панă. Пулăшакансен шутӗнче Марийăпа Александр Бушуевсем, Владимирпа Екатерина Матросовсем, Клавдия Головина, Елена Кириллова, Галина Федорова, Александр Удютов, Зинаида Романова, Антонина Романова, Рамиспа Марина  Арифулловсем, Ольга Шихранова. Фонд ӗçченӗсем  Хулаçырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул директорне Надежда Мокшинăна, ача сачӗн заведующине Елана Мутинăна пысăк тӗрев панăшăн уйрăммăн тав тăваççӗ. (И.Будовниц сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Благотворительность