Сувар

Хуралту хӗрарăмне халӗ те тупайман

Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнче пурăннă Ольга Моисеева пӗлтӗр ноябрӗн 18-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнă та таврăнман...

Тутарстан следователӗсем 10.03.1954 çулта çуралнă, Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнче пурăнакан Ольга Кузьминична Моисеевăна шыраççӗ. Вăл пӗлтӗр ноябрӗн 18-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнă та таврăнман. Ăçти халӗ те паллă мар. Паллисем: пăхма 60-65 çулсенче, вăтам пӳллӗ (160-175 сантиметр), çӳçӗ шуралнă, кӗске кастарнă, хăмăр куçлă. Тăхăннă: шупка хӗрлӗ тӗслӗ вăрăм пуховик, хӗрлӗ тутăр, хура атă. Пӗрле шупка хӗрлӗ тӗслӗ пӗчӗк сумка илнӗ. Уйрăм паллă: сылтăм алăри пуç пӳрне сыппи çук. О.К.Моисеева ăçти çинчен мӗнле те пулин хыпар пӗлекенсене 02, 2-68-27, 8-902-719-98-44 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа пӗлтерме ыйтатпăр.

Теги: Розыск
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: