Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан гарнизонӗн командующийӗн водителӗ – Нурлат чăвашӗ

Василий Тарасова кăçал Хусанта майăн 9-мӗшӗнче иртекен Çӗнтерӳ парадӗнче курма пулӗ. Вуннăмӗш хутчен шанаççӗ ăна çак чыслă та яваплă ӗçе – парада ертсе пыракан Хусан гарнизонӗн пуçлăхӗн Кирилл Кулаков генерал-майорăн машинин рульне тытса пыма.

 

Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнче пысăк та ӗçчен Тарасовсен çемйинче 1984 çулхи сентябрӗн 24-мӗшӗнче йӗкӗреш ывăл çуралать. Арçын ачасене аслашшӗпе кукашшӗне хисеплесе Василий тата Петр ят хураççӗ.

Васьăпа Петя 2 çул тултарсан садике çӳреме пуçланă, унтан – шкула. Алла аттестат илсен вӗсем Ульяновск облаçӗнчи Мелекесс районӗнчи Рязановăри ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗнӗ. Ăнăçлă вӗренсе пӗтерсе алла диплом илнӗ каччăсем.

2005 çулхи декабрьте çар ретне тăраççӗ. Тарасовсем Хусанти аслă çар танк команда училищине лекнӗ. Водитель прави пулнăран вӗсене взводра машинăпа çӳреме вӗрентекен инструктор пулма шанаççӗ.

Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçлас вăхăт вӗçленсен те Тарасовсем, командирсем ыйтнипе, çакăнтах контрактпа тата виçӗ çула юлаççӗ.

Василий паян та çавăнтах хӗсметре тăрать. Çав вăхăтрах вăл Хусанти аграри университетӗнче куçăн мар вӗренсе агроинженер специальноçне алла илнӗ. Пӗлтӗр Хусанти аслă çар танк команда училищин пуçлăхӗ Василий Тарасовăн ашшӗпе амăшӗ патне Тав çырăвӗ янă. Унта Владимир Васильевичпа Валентина Петровнăна çакăн пек тăрăшуллă, йӗркеллӗ, пуçаруллă ывăл ӳстернӗшӗн, лайăх воспитани панăшăн тав тунă.

Василий Тарасова кăçал Хусанта майăн 9-мӗшӗнче иртекен (çӗршыври вируспа çыхăннă лару-тăру унччен лайăхлансан, паллах. – Ред.) Çӗнтерӳ парадӗнче курма пулӗ. Вуннăмӗш хутчен шанаççӗ ăна çак чыслă та яваплă ӗçе – парада ертсе пыракан Хусан гарнизонӗн пуçлăхӗн Кирилл Кулаков генерал-майорăн машинин рульне тытса пыма.

Эпир ентешӗмӗрпе – Киклӗпуçӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачипе Василий Тарасовпа – çав тери мăнаçланатпăр, ăна малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Владимир БУДЯШКИН.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы