Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан варринче переççӗ...

Хусан хулинчи Университетская урамӗнчен пуçласа Астрономическая урамӗ таран çула хупнă. Хальхи вăхăтра унта пăшал сассисем илтӗнеççӗ...

Хусан хулинчи Университетская урамӗнчен пуçласа Астрономическая урамӗ таран çула хупнă. Хальхи вăхăтра унта пăшал сассисем илтӗнеççӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.  Кунта чăн-чăн граждан вăрçи пырать иккен. Тӗрӗсрех каласан, «Зулейха открывает глаза» илемлӗ фильмăн пайне ӳкереççӗ. Фильмри ӗç-пуç шăпах 1917 çулта пулса иртет.  КФУ тӗп çурчӗ умне, шăматкун каçхинех тăпра килсе тăкнă, декорацисене вырнаçтарнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Чăн-чăн кинона мӗнле ӳкернине октябрӗн 10-мӗшӗчченех сăнама пулать, мӗншӗн тесен ӳкерӳ ушкăнӗ çав кунчченех ӗçлет. Сăмах май, «Зулейха открывает глаза» сериал валли Лайăш районӗнче ятарласа Семрук ял та туса лартнă. Фильмра вырăнти çынсем те, К.Камал ячӗллӗ театрăн паллă артисчӗсем те ӳкерӗнеççӗ. (Р.Гали сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество