Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанăн хӗрлӗ кавирӗ çинче çăлтăрсем

Сентябрӗн 4-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче XIV Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ уçăлчӗ (ХХМКФ).

Сентябрӗн 4-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XIV Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ уçăлчӗ (ХХМКФ). Яланхи пекех мероприяти хӗрлӗ кавир çулпа пуçланчӗ. Курма килекенсем питӗ юратаççӗ çак саманта. Паллă артистсенчен кама курăпăр-ши кăçал тесе халăх кавир хӗррисенче тӗпӗртетсе тăрать. Вырăнти кинематографи искусствин ӗçченӗсене те савăнса кӗтсе илет вăл. Сехет çурă вăхăта тăсăлнă кавир çулпа кинофестивале хутшăннă Раççей, ют çӗршыв паллă режиссерӗсемпе сценарисчӗсем, актерсем, киноведсем, продюсерсем, кинокритиксем утрӗç. XIV кинофестивалӗн чи кӗтнӗ хăнисен шутӗнче Раççей халăх артисчӗсем – Эммануил Виторганпа Ирина Алферова, Марат Башаров пулчӗç. Виççӗмӗшӗ, тӗрӗссипе, Хусанти кинофестивальтен юлашки вăхăтра пӗрре те юлмасть.

Уяв церемонине ТР халăх артисчӗ Искандер Хайруллинпа Раççей актриси, режиссер тата юрăç Наталья Громушкина ертсе пычӗç. Кинофорума хутшăннисене, чӗннӗ хăнасене пӗрремӗш саламлаканӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин пулчӗ. «Хусан каллех тӗнче культурисен, тӗн йăли-йӗркисен центрӗ, профессионалсемпе кино юратакансен тӗлпулу вырăнӗ пулса тăчӗ», – терӗ Фарид Хайруллович. Кашни хăйӗн кăмăл-шухăшне тивӗçтерекеннине тупассине, гуманизмпа тăнăçлăх хаклăхӗсене кăтартакан искусствăпа çывăх пулассине шаннине пӗлтерчӗ. ЮНЕСКОн халăхсен хушшинчи диалогӗн ятарлă посланникӗ, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиевпа Хусан кинофорумне чӗннӗ хăна шутӗнче килнӗ, ЮНЕСКОн экс-генеральнăй директорӗ Ирина Бокова та нумай ырă сăмах каларӗç. Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗ хăй Канн кинофестивалӗнче пӗрремӗш хут пулнине кăсăкланса аса илчӗ. «Ун чухне эп çапла каларăм: «Канн кинофестивалӗ пур-тăк, мӗншӗн Хусан кинофестивалӗ пулмалла мар?» Çулсерен кинофорума хутшăнакансен шучӗ ӳсни – акă вăл тӗп кăтарту. Мăсăльман тӗнчи вăл тӗрлӗрен, ялан лăпкă мар. Çавăнпа культурăсен хушшинчи диалогпа ӗçлемелле. Эпир пурте çак çӗр çинче пурăнатпăр», – терӗ Патшалăх Канашçи.

ХХМКФăн Президенчӗ, Раççей муфтийӗсен канашӗн тата Раççей Федерацийӗн мăсăльмансен тӗн управленийӗн председателӗ Равиль Гайнутдин кинофорума хутшăннисене саламласа ăнăçупа ырăлăх сунса пилленӗ хыççăн тин мăсăльман кинофестивалӗ уçăлнă шутланчӗ. «Киноискусство чӗлхипе эпир паян ислам ырă та толерантлă, ыттисемшӗн уçă тӗн пулнине калатпăр. Енчен те пӗр-пӗринпе культурăлла калаçма вӗренсен тӗнчере те тăнăçлăх пулассине ăнлантăмăр», – терӗ Равиль Гайнутдин.

Кинофестиваль пуçламăшӗн илемӗ хаклă хăнасенче пулчӗ. ЮНЕСКОн тăнăçлăхшăн артисчӗ, паллă юрăçă Зара «Мой ласковый и нежный зверь» кинофильмри «Ты мой единственный, нежный...» юрăпа сцена çине тухни пысăк парне пулчӗ. Нумай калаçакансене итленӗ хыççăн вăл хӗвел пекех туйăнчӗ. Казахстанран килнӗ «Бастау» ушкăн домбрăпа каланине электронлă музыкăпа хутăштарса залри сывлăша кӗмсӗртеттерчӗ.

Унтан сцена çине куркансем чăтăмсăррăн кӗтекен Раççейӗн халăх артисчӗсем Эммануил Виторган, Марат Башаров, Ирина Алферова тухрӗç. Артист артистах çав. Пуш сăмах каламарӗç вӗсем, куракансене хăшӗ сăвă, хăшӗ юрă парнелерӗ, халăха тыткăнлама, ун чунне тӗкӗнме пӗлеççӗ. Марат Башаров ку хутӗнче Хусана хăна пек кăна килмен, кинофестиваль конкурсне «Мулла» картинăпа хутшăннине пӗлтерчӗ. Пурне те ăна курма пыма чӗнчӗ.

Иртнӗ номерсенче кинофестивалӗн ретроспективине Кăркăсстанпа Совет Союзӗн паллă çыравçин Чингиз Айтматовăн хайлавӗсем тăрăх ӳкернӗ киносене халалланине çырнăччӗ. Кинофестивале уçнă церемонире те ун творчествине уйрăммăн палăртса хăварчӗç. «Вырăссен Пушкин пулсан, кăркăссен – Айтматов», – çыравçăпа мăнаçланса калаçрӗ фестиваль хăни, паллă телеертӳçӗ, актриса, модельер тата обществăлла ӗçчен Ассоль Молдокматова. «Плач по Чингизу» сăвва вуласа вăл пирӗн чӗресене витерчӗ.

Тухса калаçакансемпе концерт номерӗсем хушшинче ХХМКФ конкурс программине кӗнӗ тулли тата кӗске метражлă илемлӗ киносемпе, документлă, анимаци фильмӗсемпе, пӗр сăмахпа, кашни номинацири ӗçсемпе паллашма пулчӗ.

Церемони сцена çине жюри пайташӗсем тухнипе вӗçленчӗ. Вӗсен ятӗнчен саламлă сăмаха калама жюри председателӗ, туркменсен халăх артистки Мая-Гозель Аймедова тивӗçрӗ. Йăлана ку хутӗнче те пăсмарӗç, вӗсене пурне те тюбетейка парнелерӗç. (Сăнӳкерчӗк kazan-mfmk.com сайтран).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль