Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанкай ялӗнче 20 çемье çӗнӗ пӳрте куçать

Петр Петрович Хусанкайăн тăван ялӗ пекки Раççейре тата пур-ши? Ытти çӗрте ялсем пӗтсе пыраççӗ пулсан, кунта ӳсет.

Çитес вăхăтра кунта тепӗр 20 çемье çӗнӗ пӳрте куçма хатӗрленнине пӗлтерет район хаçачӗ. Тепӗр 40 вырăнлă ача сачӗн строительстви те пырать. Нумай пулмасть кăна-ха кунта Çӗнӗ Сиктӗрмепе Сиктӗрме-Хусанкай ялне çӗнӗ çул та çыхăнтарчӗ. Пӗр сăмахпа каласан, çак ялăн инфраструрине ăмсанмалăх пур.  Çăмăллăх условийӗсемпе лартакан çӗнӗ çуртсенче вырăнти «Хузангаевское» хуçалăхра ӗçлекен çамрăксем пурăнӗç. Ял чечекленни çак ялта çуралса ӳснӗ, Марий Элти «Звениговское» совхоз ертӳçи Иван Иванович Казанковăн тӳпи. Шăпах вăл хуçалăха чӗртсе хăватлă производство комплексне çавăрчӗ, тавра ял çыннисене ӗçпе тивӗçтерчӗ. Ку вăл пӗр хутчен паракан пулăшу мар, халăха ӗçпе тивӗçтерсе вӗсен пурнăç условийӗсене лайăхлатни. Çавăнпа çамрăксем ялтах юлаççӗ кунта е пӗлӳ илсен таврăнаççӗ. Шел, Хусанкайăн ентешӗсем темшӗн чăваш пуласшăн мар, тăван чӗлхен кирлӗлӗхне туймаççӗ, çавăнпа тăван чӗлхе кунта та  калаçуран майпен-майпен тухса пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество