Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНСЕН КАШНИН ТĂВАН ЧӖЛХИ ХĂЙӖН

Хусанта февралӗн 19-мӗшӗнче Тăван чӗлхе кунне халалласа Хальхи искусствăн галерейинче альтернативлă музыка концерчӗ пулать. Пуçласа пӗр сцена çинче Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе электропоп, джаз, инди-фолк янăрать. Чăвашсен альтернативлă музыкипе Вера Кожеманова паллаштарать. Куракансене çав кун К.Маркс урамӗ, 57-мӗш çурт адреспа кӗтеççӗ. Концерт 18.30 сехетре пуçланать.

Халăхсем хушшинчи Тăван чӗлхе кунне халалласа февралӗн 19-мӗшӗнче Хусанта Хальхи искусствăн галерейинче альтернативлă музыка концерчӗ пулать. Унта чăваш, тутар тата удмурт чӗлхипе юрăсем янăрӗç. Мероприятие ТР ЧНКА, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ Пӗтӗм тӗнчери тутар çамрăкӗсен форумӗпе пӗрле йӗркелет.

Пуçласа пӗр сцена çинче Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе электропоп, джаз, инди-фолк янăрать. Кунсăр пуçне курав та йӗркелеççӗ. Чăвашсен альтернативлă музыкипе Вера Кожеманова паллаштарать, вăл этно-джаз юрлать. Куракансене çав кун К.Маркс урамӗ, 57-мӗш çурт адреспа кӗтеççӗ. Концерт 18.30 сехетре пуçланать.(В.Кожеманова архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана