Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТА 22-ри ХӖР-ШУЛӖК ÇАКЛАННĂ

Ăна килӗнченех тытса кайнă, халӗ хӗр изоляторта. Полицин унăн шулӗкле ӗçӗсем тата темиçе те пулма пултарать текен шухăш пур. Çавăнпа 22-ри хӗртен шар курнисене 291-48-21 е 02 телефонсемпе (Дежурнăй чаçе) шăнкăравлама ыйтаççӗ.

Хусанти полици сотрудникӗсем çак кунсенче 22-ри хӗре тытса чарнă. Вăл интернетра тавар туянам пек туса темиçе шулӗкле ӗç те тунă иккен. Январь уйăхӗн пуçламăшӗнче акă 26-ри хӗре улталанă. Лешӗ хаклă йышши смартфонне сутас шутпа интернетри пӗр сайта пӗлтерӳ вырнаçтарнă пулнă. Шулӗк-хӗр тӳрех телефона туянма килӗшнӗ те тӗл пулма ыйтнă. Тавара вăл илнӗ-ха, анчах çумра укçа çуккипе сăлтавласа телефон урлă электроннăй енчӗке куçарам пекки тунă. Ӗненмелле пултăр тесе хăйӗн мобильникӗ çинчи чека та кăтартнă. Анчах темиçе кун та иртнӗ, смартфон хуçи патне укçа çаплах çитмен. Шар курнă хӗр çакăн хыççăн полицие кайнă.

Пакунлисене шулӗк-хӗр кам пулнине тата ăçта пурăннине пӗлме вăхăт нумай та кирлӗ пулман. Ăна килӗнченех тытса кайнă, халӗ хӗр изоляторта. Следствирен курăннă тăрăх, вăл кун пек шулӗкле тепӗр икӗ ӗç тунă иккен. Анчах полицин унăн шулӗкле ӗçӗсем тата темиçе те пулма пултарать текен шухăш пур. Çавăнпа 22-ри хӗртен шар курнисене 291-48-21 е 02 телефонсемпе (Дежурнăй чаçе) шăнкăравлама ыйтаççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия