Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бауман урамӗн ятне улăштарасшăн?

Хусанăн тӗп урамӗсене Сююмбике, Кул-Шариф, Япанча, Ядегар-хан ятсемпе улăштарма ыйтнă...

Вăт тутарсем, пултараççӗ, вӗсем чăвашсем пек вырăса тухасшăн мар. Кулленхи пурнăçра ăçта та тăван чӗлхепе усă курнисӗр пуçне хулан тӗп урамӗсене те тутарла ятсемпе улăштарма ыйтаççӗ. Çапла темиçе çултан Хусанта вырăс ячӗллӗ урамсем юлмаççӗ те-и-ха. Ку енчен Тутар çамрăкӗсен «Азатлык» союзӗн позицийӗ çирӗп. Октябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче вăл Хусан мэрӗ Ильсур Метшин патне Бауман урамне, çӗнӗ метро станцине, паркапа сквера – Сююмбике, тӗп урамсене Хусан хӳтӗлевçисен Кул-Шариф, Япанча, Ядегар-хан ячӗсемпе улăштарма ыйтса çыру çырнине пӗлтерет «Идел. Реалии» сайт. 

Хула администрацийӗ вара Хусанти Бауман урамне улăштарас пулсан та ăна ниепле те Сююмбике ят пама çуккине пӗлтернӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Сююмбике ят урамăн историйӗпе пӗрре те çыхăнман. Хусан ханлăхӗ вăхăтӗнче Нухай çулӗ пулнă вăл, 1552 çул хыççăн урама икӗ çӗртен сирпӗтнӗрен Проломная (каярах Аслă Проломная) тенӗ, 1930 çулта Хусанти революционерăн ячӗпе Бауман урамӗ пулса тăнă.

Иккӗмӗшӗнчен, Бауман урамӗ халӗ хулан визит карточки, çавăнпа та халăх унăн ятне улăштарма пачах та килӗшмессе пултарать, мӗншӗн тесен ку ӗç çав тери тăкаклă, виççӗмӗшӗнчен, хула çыннисен çулсем хушши çирӗпленнӗ пурнăç йӗркине пăсать. Сююмбике урамӗ вара Хусанта чăнах та пулать, анчах пур урамсен ятне улăштарса мар, ăна хулари çӗнӗ микрорайонсенчен пӗринче тин кăна йӗркеленекен çӗнӗ урамăн ятне пама шутлаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество