Сувар

ХУСАНТА ÇУЛ УКÇИ 27 ТЕНКӖ ПУЛАТЬ

Тарифсем енӗпе патшалăх комитечӗ Хусанти çул укçи çитес вăхăтра 27 тенке çитессине пӗлтерчӗ.

«Транспорт çинчи çул хакӗ укçан тӳлесен – 27, электронлă карттăпа 25 тенкӗ пулать», – хыпарлать ведомствăн пресс-служби кун пирки.  Çаплах  проездной хакӗ те улшăнать. Ӳлӗмрен пӗр транспорта 50 хут çӳремелли проездной пулмасть. 100 хутчен çӳремеллин хакӗ 18 тенкӗпе танлашать. Ку  йышăнăва  профильлӗ мӗнпур ведомствăсемпе тата Килӗшӳ комиссийӗпе пӗрле калаçса тунă.  Йышăнăва ТР Юстици министерствипе Прокуратурăна янă.  Вӗсем пăхса тухнă хыççăн документа  Тутарстанăн право информацийӗсен сайтне вырнаçтараççӗ.  Çӗнӗ тарифсем постановлени тухнă хыççăн 10 кунран вăя кӗреççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Татар-Информ» ИА сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: