Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта çул укçине 33 тенке çитересшӗн

Шута илӗç-ши ахаль çынна кун пек чух? Практикăран курăннă тăрăх, çук. Эппин, сăмахӗ тухрӗ пулсан, укçуна хатӗрле.

Хусанти обществăлла транспортпа турттаракансем çак кунсенче çул укçине 33 тенке ӳстерме ыйтса Тутарстанăн тарифсем енӗпе патшалăх комитетне документсем тăратнине пӗлтерет « Татар-информ» ИА ведомствăн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. «Хальлӗхе кунта сăмах перевозчиксен ӗçне анализ тăвасси çинчен кăна пырать-ха. Перевозчиксем хăйсем 33 тенке ӳстерме сӗнеççӗ», – тесе пӗлтерет пресс-служба.Кунсăр пуçне пӗр транспортпа  50 хут çӳремелли проездноя та пӗтересси пирки сăмах пырать. Чăн та, комитет ку ыйтура компетентлă мар, тарифа Хусан ӗçтăвкомӗ перевозчикпа пӗрле йӗркелет.

Ӗç укçи ӳсмен вăхăтра çул укçине 25 тенкӗрен тӳрех 33 тенке çитерни, паллах, çынсемшӗн сисӗнмелле тăкак. «Заявление пăхса тухнă май сӗннӗ тарифăн кашни пусне тӗплӗн тӗрӗслӗпӗр, халăх çине ытлашши тăкак çакмăпăр», – пӗлтерет пресс-служба.  Анчах шута илӗç-ши ахаль çынна кун пек чух? Практикăран курăннă тăрăх, çук. Сăмахӗ тухрӗ пулсан, укçуна хатӗрле. Аса илтеретпӗр, Хусанта обществăлла транспортпа çӳренӗшӗн çул укçине юлашки хут  2016 çулхи март уйăхӗнче ӳстернӗччӗ. Ун чух 20 тенкӗрен 25 тенке çитернӗччӗ. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: транспорт