Сувар

Хусанта экзаменсене тӳлевсӗр хатӗрлентереççӗ

Тӗп предметсемпе (вырăс чӗлхипе тата математикăпа) занятисем канмалли кунсенче пулаççӗ.

9 тата 11-мӗш классенче вӗренекен ачасене патшалăхăн тӗп (ОГЭ), патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсене тӳлевсӗр хатӗрлентерекен курссем пулассине пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем валли калама çук пысăк пулăшу ку. Çак ӗçе хăй çине Хусан духовенстви илнӗ. Çапла вара тӗп предметсемпе (вырăс чӗлхипе тата математикăпа) занятисене канмалли кунсенче Хусанти Духосошественски храмӗнче йӗркелеççӗ. Сентябрӗн 30-мӗшӗнче математикăпа пулать. Вырăс чӗлхипе занятисем октябрӗн 6-мӗшӗнчен пуçланаççӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: школа
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: