Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта каллех автобуссене ГАИ чарать

Хусан гаишникӗсем аварисен шутне чакарас тӗллевпе хуласемпе районсене халăх турттаракан мӗнпур автобуса тӗрӗслеççӗ.

Паян иртенпех Хусанти Горьковское шоссе патӗнче патшалăх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем хуласем хушшинче халăха турттаракан автобуссене пурне те тӗрӗслеççӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Чăн малтан автобусăн юсавлăхне тата водитель пассажирсене турттармалли йӗркене пăхăннине тӗрӗслеççӗ. «Пирӗн тӗллев – аварисен шутне чакарасси»,– çапла ăнлантарнă хулари патшалăх автоинспекцийӗн технадзор уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Евтодьев тӗрӗслевсен сăлтавне.  Енчен те водитель правилăна пăснă пулсан ăна административлă явап тыттараççӗ, автобус юсавсăр-тăк, тӳрех штрафстоянкăна ăсатаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проверки