Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Халăх Хӗл Мучийӗ» конкурс пуçланчӗ

Хусанта паян «Халăх Хӗл Мучийӗ» конкурс пуçланчӗ. Унта икӗ çынран кая мар тăракан пултарулăх командисем хутшăнма пултараççӗ. Вӗсем Çӗнӗ çул тумӗсем тăхăнса хăйсен программине декабрӗн 15-мӗшӗнче Хусанти пӗр суту-илӳ комплексӗнче, декаборӗн 20-23-мӗшӗсенче Хусан урамӗсенче, чарăнусенче, пурăнмалли комплекссенче кăтартмалла...

«Халăхăн чи лайăх Хӗл Мучийӗ» кăçал кам пулассине Тутарстанăн тӗп Чăрăшне ( Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче) уçнă кун пӗлӗпӗр, шăп çавăн чухне Хӗл Мучисен конкурсне пӗтӗмлетессине пӗлтернӗ паян Хусан мэрийӗн ӗçлӗ тунтикунӗнче.  Мэри пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх,  конкурсантсене профессилле жюри  тата халăх хаклать. Çапла вара çӗнтерӳçе палăртнă чухне профессилле жюрин шухăшне тата Instagram-аккаунтри онлайн-сасăлавăн пӗтӗмлетӗвне шута илеççӗ.

Хусанти  Культура управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, «Халăх Хӗл Мучийӗ» конкурс паянтан пуçланать.  Унта икӗ çынран кая мар тăракан пултарулăх командисем хутшăнма пултараççӗ. Вӗсем Çӗнӗ çул тумӗсем тăхăнса декабрӗн 15-мӗшӗнче Хусанти пӗр суту-илӳ комплексӗнче хăйсен программине кăтартмалла. Шăпах унта хаклать те командăсене жюри. Декабрӗн 20-23-мӗшӗсенче конкурсантсем хăйсен программине Хусан урамӗсенче, чарăнусенче, пурăнмалли комплекссенче кăтартмалла. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество