Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта ноябрӗн 4-мӗшӗнче Крестный ход пулмасть

Хальлӗхе чиркӳсенчи службӑсене пӑрахӑҫламан-ха

 

Пандеми сарӑлнине пула Хусанта ноябрӗн 4-мӗшӗнче Крестный ход пулмасть. Ҫакӑн ҫинчен Ӗҫлӗ тунтикунра Хусан мэрӗ Ильсур Метшин пӗлтернӗ.
Санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула ноябрӗн 4-мӗшӗнче иртмелли Крестный хода кӑҫал тумастпӑр. Ҫакӑн пек сӗнӳпе пирӗн пата Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан тухрӗ. Эпир унӑн ҫынсемшӗн хумханнине ӑнланатпӑр, пурне те Роспотребнадзор предписанийӗсемпе социаллӑ дистанцие пӑхӑнма ыйтатпӑр",– тесе каланӑ мэр.
Митрополи сайтӗнче ҫырнӑ информаци тӑрӑх, ноябрӗн 3-мӗшӗнче Хусанти тӗп храмсенче всеношное бдение иртмелле. Вӗсенче Тутарстанри епископсем служба ертсе пырӗҫ. Благлвещени соборӗнче Феофан хӑй пулать,  Ярославльти чудотворецсен храмӗнче (Хусанти Ар масарӗнче вырнаҫнӑ, Ершов урамӗ, 25) Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий службӑна ертсе пырӗ. Вӑл 17.00 сехетре пуҫланать.
Ноябрӗн 4-мӗшӗнче ирхине 8-та пуҫланакан уяв литургине те ҫак чиркӳре Игнатий владыка ирттерет тесе ҫырнӑ митрополи сайтӗнче.

Улшӑнусем пулас пулсан, Эпир ҫырса пӗлтерӗпӗр.

Хусан тата Тутарстан митрополийӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев