Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта панулми фестивалӗ те пур

Панулми сăпасне, кăçал Хусанти Урицкий паркӗнче паллă тума шутлаççӗ.

Православи тӗнӗн çуллахи уявне, Панулми сăпасне, кăçал Хусанти Урицкий паркӗнче паллă тума шутлаççӗ. Хусансемпе хула хăнисем валли пушă вăхăта интереслӗ те усăллă ирттермелли тепӗр мероприяти пулӗ вăл. Çапла вара августăн 19-мӗшӗнче пурне те уява килсе курма йыхравлатпăр. Кашни хăй валли интереслине тупӗ унта. Уявра панулмирен тунă пылак çимӗçсем – кукăль, пастила, чейпе пицца, тата ыттине сутӗç. Халăх ăстисем тӗрлӗ япала ăсталама вӗрентӗç . Асăнмалăх сувенирсем те туянма май пур. Кунсăр пуçне ятарлă концерт программи те пулать. Унта Элмет, Анат Кама, Елабуга, Нурлат районӗсенчи пултарулăх ушкăнӗсем юрă-ташăпа савăнтарӗç. Çаплах халăха авалхи вăйăсене выляттарӗç, вăйă картине тăратса юрлаттарӗç те. Фестиваль 14.00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль