Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта паян авиашоу!

Хусан çийӗн паян « Стрижи» пилотаж ушкăнӗ, Ту-160, Ту-95, Ту-22МЗ, Як-12, «Ансат», «Ми-8», «Ан-2», Bell-206B3 тата ытти самолетсемпе вертолетсем вӗçеççӗ.

Хусансемпе хăнасем! Паян килте лармалли кун мар, самолетсем мӗнле вӗçнине курас килсен «Хусан» çемье центрӗ патне кайма пуçтарăнăр. Раççей сывлăш флочӗн кунне халалласа кунта паян 15 сехетрен пуçласа 20 сехетчен «Я выбираю небо!» уяв иртет. Авиашоура 30 самолетпа вертолет хутшăнать. Çаплах  парашютистсен вӗçевӗ, мастер-классем , концерт  тата ытти нумай-нумай кăсăкли пулать.  Вӗçев программи 15.00 сехетре авиапарадпа пуçланать, унта Ту-160, Ту-95, Ту-22МЗ, Як-12, «Ансат», «Ми-8», «Ан-2», Bell-206B3 тата ытти самолетсемпе вертолетсем пулаççӗ. 16.00 сехетре тӳпере «Стрижи» пилотаж ушкăнӗ (пӗтӗмпе 6 истребитель) хăйӗн программине пуçлать. Анчах маскăсемпе перчетке илме ан манăр, унсăрăн уяв тӳремне кӗртмеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество