Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта 6 çын çуннă, вӗсенчен 3-шӗ – ача

Кунта пысăк çемье: амăшӗ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ тата 3 мăнукӗ пурăнни паллă. Шел те, вӗсенчен пӗри те сывă юлайман.

Ӗнер çӗрле 23.33 сехетре экстреннăй службăсен телефонӗ çине Хусанти Авиастроительнăй районӗнчи Пестель урамӗнчи харпăр çурт çуннине шăнкăравласа пӗлтернине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Пушарпа çăлав гарнизонӗн оперативлă ушкăнӗ çитнӗ çӗре çурта йăлтах вут ярса илнӗ пулнă ӗнтӗ. Кунта пысăк çемье: амăшӗ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ тата 3 мăнукӗ пурăнни паллă. Шел те, вӗсенчен пӗри те сывă юлайман.

Вута сӳнтернӗ май 23.53 минутра малтан арçын (1985 çулхи), 00.25 минутра 11-ти арçын ача, 00.37 минутра хӗрарăм (1983 çулхи), 00.55 минутра  9-ти арçын ачапа 9 уйăхри хӗр ача, 01.10  минутра хӗрарăм (1955 çулхи) виллине тупнă. 0.22 сехетре пушара йăлтах сӳнтернӗ.

Хальхи вăхăтра вырăнта специалистем инкекӗн сăлтавӗсене тӗрӗслеççӗ, хальлӗхе пушар электрооборудование пула тумхма пултарнă текен шухăш пур.

Пысăк инкекре çынсем вилнӗрен паян ТР Патшалăх Канашӗ хăйӗн ӗçне пӗр минут шăп тăрса асăннинчен пуçланă. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Хусанти администраци пур енчен пулăшма шантарнине пӗлтернӗ. (ТР МЧС пресс-службин сăнӳкерчкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия

2
X