Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти кинофестивале Раççейӗн паллă актерӗсем Александр Носикпа Татьяна Абрамова хутшăнчӗç

Кино кăтартăвӗсем «Родина» тата «Мир» кинотеатрсенче пулчӗç. Те пандемие пула куракансен шучӗ иртнӗ çулхисемпе танлаштарсан самай сахалрахчӗ. Конкурс программине тăватă номинаци кӗнӗ: тулли метражлă илемлӗ кино, тулли метражлă документлă кино, кӗске метражлă илемлӗ тата документлă кинолентăсем. Уйрăм номинаципе наци киновӗсене хакларӗç. Тӗрӗссипе ăна Тутарстан режиссерӗсем валли ятарласа уçнă.

Сентябрӗн 5-10-мӗшӗсем Хусаншăн кино кунӗсемпе палăрчӗç. XVII Халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ хăйӗн историйӗнче  пӗрремӗш хут Хусан Ратушинче чаплă церемонипе уçăлчӗ. Мероприяти Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов хӳттинче тата «Раççей – Ислам тӗнчи»  стратегилле курăм ушкăнӗн пулăшăвӗпе йӗркеленет. XVII кинофестивале 45 çӗршывран пурӗ 584 заявка килнӗ. Суйлав комиссийӗн йышăнăвӗпе конкурс программине пурӗ те 50 кинофильм кӗнӗ. Çавсен шутӗнче Раççей, Франци, Испани, Китай, Турци, Болгари, Иран, Бельги, Япони, Израиль, Боснипе Герцоговина, Пакистан, Малайзи, Тунис, Катар, Кувейт, Эстони, Бангладеш, Алжир çӗршывӗсен тата СССР шутне кӗнӗ Казахстан, Узбекистан, Азербайджан, Кăркăсстан, Таджикистан республикисен кинолентисем.

Чаплă хăнасен шутӗнче Раççейӗн паллă актерӗсем Александр Носикпа Татьяна Абрамова пулчӗç.

Суйлав комиссийӗн йышӗ кăçал улшăннă. Тăван пекех пулса кайнă паллă киновед Сергей Лаврентьев темшӗн хутшăнас темен. Комисси председателӗн тивӗçне хальхинче паллă киновед Гульнара Абикеева (Казахстан) пурнăçларӗ. Ун командинче Культурологин çӗнӗ институчӗн директорӗ, истори наукисен кандидачӗ Нина Кочеляева (Раççей), паллă киновед Светлана Слапке (Германи) ӗçлерӗç.   
Кинофестиваль программи анлă. Чи пысăк пая кино кăтартăвӗсемпе паллă режиссерсемпе, актерсемпе тата киноведсемпе пресс-конференцисемпе творчествăлла тӗлпулусем йышăнчӗç. Унсăр пуçне кинофорумăн ӗç площадки ӗçлерӗ. Вăл Хусанти культура институтӗнче тӗпленчӗ. Çакăнта режиссерсемпе сценаристсем, актерсем пулас кинематографсемпе мастер-классем, панель дискуссийӗсем ирттерчӗç. Паллах, яланхи пек кино проектсемпе питчинг иртрӗ. Ун шорт-листне 14 ӗç кӗнӗ. Çӗнтерӳçӗ кам пуласси паян, хаçат тухнă кун, паллă пулать. Ăна проекта пурнăçлама 500 пин тенкӗ параççӗ.
Кино кăтартăвӗсем «Родина» тата «Мир» кинотеатрсенче пулчӗç. Те пандемие пула куракансен шучӗ иртнӗ çулхисемпе танлаштарсан самай сахалрахчӗ. Конкурс программине тăватă номинаци кӗнӗ: тулли метражлă илемлӗ кино, тулли метражлă документлă кино, кӗске метражлă илемлӗ тата документлă кинолентăсем. Уйрăм номинаципе наци киновӗсене хакларӗç. Тӗрӗссипе ăна Тутарстан режиссерӗсем валли ятарласа уçнă.
Яланхи пек конкурса кӗмен киносен программи те пур. Унта «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле ушкăна кӗрекен çӗршывсен режиссерӗсем хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Çӗнӗлӗхсемсӗр те мар. Пӗрремӗш хут кинофестиваль площадкинче «Тӗрӗк тӗнчи», «Кăнтăр Азин киновӗсем», «Раççейри ислам», «XVI Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн çӗнтерӳçисен киновӗсем», фестиваль партнерӗсен – Хусанти патшалăх культура институчӗн, Санкт-Петербургри кинопа телевиденийӗн патшалăх институчӗн тата «Мускав-Хусан Транзит», «Афганистан киновӗ: ракурс», «Фестивалӗн уйрăм пулăмӗ», «Ф.Достоевский çуралнăранпа 200 çул çитессипе», «Милли мультфест» секцисем ӗçлерӗç. Тепӗр çӗнӗлӗх – регион кинорынокӗ. Вăл сентябрӗн 7-мӗшӗнче пулчӗ. Тутарстан тӗп хулинче  кинематографи вăйлă аталаннă регионсенчен – Мускавран, Пушкăртстанран, Якутипе Бурятирен, Санкт-Петербургпа Калининградран тата Ростовпа Смоленск облаçӗсенчи кино представителӗсем пуçтарăнчӗç. Кинорынок – ӗç площадки, курав-ярмаркка теме те пулать. Ун тӗллевӗ – регионсенче ӳкернӗ фильмсен каталогне тăвасси. Ку хăйне май регион киновӗсене Раççейри кинотеатрсене анлă проката кăларма пулăшать.
Конкурс программин жюрийӗпе те паллаштарас килет. Çавсен шутӗнче Касабланкăри кинофестиваль директорӗ, кинокритик Жером Аммади (Марокко), Гетеборгри араб кинофестивалӗн директорӗ, режиссер Фаджр Якуб (Швеци), Тунисри вăтамçӗр тинӗс кинофестивалӗн техника директорӗ Алмохаммад Кальсом (Сири), поэт, куçаруçă, кинорежиссер, сценарист Бахыт Каирбеков (Казахстан), кинокритик тата сценарист Валерия Байкеева (Раççей), кинорежиссер тата сценарист Камал Сваруп (Инди), поэт тата писатель, сценарист Ашраф Дали (Египет), Турци актерӗ, «Великолепный век» сериалта Сюмбюль ага рольне вылянă Селим Байрактар (Турци) пулчӗç. Çак туслă йыша 17-мӗш кинофорумăн жюри председателӗ кинорежиссер тата сценарист, актер, продюсер Эльчин Мусаоглу (Азербайджан) ертсе пычӗ.
Тутарстан киновӗ пирки каласан, вăл аталанать. Çакна конкурс программине 14 режиссерăн ӗçӗ кӗни те çирӗплетет. Ильдар Ягафаровăн «Исенмесез?» («Сывă пурăнатра?») илемлӗ киновӗ тӗп номинацие лекнӗ. Кӗске метрлă илемлӗ киносен шутне Алексеевски районӗнче çуралса ӳснӗ Сергей Батаевăн «Бойцовская рыбка» киновӗ кӗнӗ. Документлă киносен хушшинче çӗнтерӳшӗн Алмаз Нургалиев хăйӗн «Жиде утрау арасында/Между семью островами» картинипе кӗрешсе пăхӗ. Тутарстанăн ытти режиссерӗсен ӗçӗсене «Наци киновӗ» номинацире хаклаççӗ.
Кинофестиваль – кӗтнӗ мероприяти. Хусансене кинокăтартăвӗсемсӗр пуçне хăнана кам килесси интереслентерет. Кăçал ăна уçас церемоние Раççейӗн паллă актерӗсем Александр Носикпа Татьяна Абрамова хутшăнчӗç. Иккӗшӗнпе те «Родина» кинотеатрта творчествăлла тӗлпулусем иртрӗç. Çавăн пекех чаплă хăнасен шутӗнче ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР Премьер-министрӗн çумӗ, фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Василь Шайхразиев тата ытти культурăпа кинематографи ӗçченӗсем пулчӗç. Церемоние Раççейӗн паллă актриси, юрăçи тата телеертӳçи Татьяна Абрамовапа ТНВ телеканалăн «Манзара» кăларăмӗн ертӳçи Ильдар Киямов ертсе пычӗç. 

Сăнӳкерчӗк kazan-mfmk.com сайтран.      

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль