Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУТЬ КАМ ТА СĂНАМА ПУЛТАРАТЬ

Кăçалхи тӗп çӗнӗлӗх – видеостена, обществăлла сăнавçăсем унта харăсах республикăри 48 суйлав участокӗнчи лару-тăрăва сăнаççӗ.

РФ Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавӗ нихçанхинчен те уçă иртнипе пӗлтерчӗ ТР Обществăлла палатин председателӗ Зиля Рахимьяновна Валеева журналистсемпе тӗл пулсан. Хальхи вăхăтра Тутарстанри суйлав участокӗсенче пурӗ 16 пин ытла сăнавçă ӗçлет. Вӗсем партисен, обществăлла организацисен, ют çӗршывсен представителӗсем кăна мар, блогерсем те. Тӗп çӗнӗлӗх – обществăлла сăнавçăсем валли видеостена ӗçлени. Унта пӗр вăхăтрах республикăри 48 суйлав участокӗнче мӗн пулса иртнине кăтартаççӗ. Сăнавçăсем видеосене талăкӗпех пăхам пултараççӗ. Кун пек çӗнӗлӗх хальлӗхе Раççейӗн ытти регионӗсенче çук-ха.  Ют çӗршыв эксперчӗсем вӗсемшӗн те ку çӗнӗлӗх пулнине палăртнă. Сăнавçăсен шутне блогерсене те илни вара суйлавăн ӗçне тата уççăн кăтартать, вӗсем суйлав участокӗсенчи лару-тăрăва хăйсен куçӗпе курса çийӗнчех соцсетьсенче пӗлтерсе тăраççӗ. Телее, Тутарстанра хальлӗхе суйлав йӗркеллех пырать, суйлавçăсен правине пăснă тӗслӗх палăрман. Кăçалхи суйлавра кашни çын, çав шутра сывлăх енчен çирӗпех маррисем валли те (коляскăпа çӳрекеннисем, куç курманнисем тата ытти те) участоксенче мӗнпур майсем туса панă. Çакна ют çӗршыв эксперчӗсем çав тери пысăк хак панă-мӗн.

Сăнавçă ӗçӗ ал-хапăл пулса пыраканни мар, çак ӗçе пурнăçлама ятарласа 6 пин çын вӗренӳ иртнӗ кăçал. Сăнавçăсен 25 проценчӗ – çамрăксем пулнине пӗлтерчӗ спикер. Суйлав мӗнле пынине сăнаса тăрас текен кашни çын сăнавçă пулма пултарнă. (К.Романова сэнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев