Хӑв ентешӳшӗн сасӑласа ӗлкӗр
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑв ентешӳшӗн сасӑласа ӗлкӗр

Хусанкайшӑн 106 пин ытла сасӑ панине эпир лайӑх астӑватпӑр

Хӑв ентешӳшӗн сасӑ пар!
Тутарстан 100 ҫул тултарнӑ тӗле ятарлӑ сайтра ӗҫпе, хастарлӑхпа, пултарулӑхпа е паттӑрлӑхпа е ӑмӑртура палӑрнӑ республикӑн мухтавлӑ ывӑлӗ-хӗрӗсемшӗн сасӑламали ярӑм уҫнӑ.
Сайтри чаплӑ ҫынсен списокне кӗнӗ ҫынсем пурте тӗрлӗ районран. Мартӑн иккӗмӗшӗнче сасӑлава йӗркелекенсем пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Тата икӗ кун юлчӗ. Ҫынсем хӑйсен сассине парса ӗлкӗреҫҫӗ-ха.
Февраль пуҫламӑшӗнче ҫак сайтри ҫынсенчен Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай иртсе кайнӑччӗ. Уншӑн панӑ сасӑсем 10-шар пине иртсе пычӗҫ. Ӑна уҫҫӑн курма пулатчӗ. Анчах йӗркелекенсем ӑмӑрту вӑхӑтӗнчех условисене улӑштарма тытӑнчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсен сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене курма май пулмарӗ. Мӗнех, курӑпӑр.

http://100.tatarstan.ru/rus/index.htm/news/1694070.htm   


Нет комментариев