Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Килӗшекен хушаматшăн сасăлакансем те пур иккен.

Спикер шучӗпе, Патшалăх Думин йышӗнче улшăнусем кӗтмелли çук. Яланхи пек унта «Единая Россия», КПРФ, ЛДПР партисем пулӗç. Çӗнӗ партисем унта кӗресси иккӗленӳллӗ. Социологи тӗпчевӗсем сасăлава хутшăнакансен суйлавӗ тӗрлӗ факторсенчен килнине палăртнă. Суйлав тапхăрӗнчен аякра тăракансем час-час списокра кам пӗрремӗш тăрать çавăншăн сасăлаççӗ, теприсем килӗшнӗ хушаматшăн. Виççӗмӗшсем ятарласа пӗр-пӗр кандидатшăн сасăлаççӗ, вăл мӗнле партире тăни те пӗлтерӗшлех мар. Теприсем пач тӳнтерле – партишӗн сасăлаççӗ, çынни хуть те кам та пултăр. Паллах, ытларах пайӗ ăнланса сасăлать, – терӗ социолог.

Хусан федераллă университетăн конфликтологи кафедрин заведующийӗ Андрей Большаков пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра сасăлава хутшăннин кăтартăвӗсем маларах палăртнă пек çӳллӗ пулнă. Пӗрремӗш кун сасăлава нумай хутшăннă, иккӗмӗш кун лăпкăрах, виççӗмӗш кун каллех активлă иртнӗ.

Спикер шучӗпе, Патшалăх Думин йышӗнче улшăнусем кӗтмелли çук. Яланхи пек унта «Единая Россия», КПРФ, ЛДПР партисем пулӗç. Çӗнӗ партисем унта кӗресси иккӗленӳллӗ.

Социологи тӗпчевӗсем сасăлава хутшăнакансен суйлавӗ тӗрлӗ факторсенчен килнине палăртнă.

  • Суйлав тапхăрӗнчен аякра тăракансем час-час списокра кам пӗрремӗш тăрать çавăншăн сасăлаççӗ, теприсем килӗшнӗ хушаматшăн. Виççӗмӗшсем ятарласа пӗр-пӗр кандидатшăн сасăлаççӗ, вăл мӗнле партире тăни те пӗлтерӗшлех мар. Теприсем пач тӳнтерле – партишӗн сасăлаççӗ, çынни хуть те кам та пултăр. Паллах, ытларах пайӗ ăнланса сасăлать, – терӗ социолог.

Андрей Большаков пӗлтернӗ тăрăх, экзитпол кăтартăвӗсемпе тӗп суйлав округӗнче Нуриев 53 процент, Прокофьев 15 процент ытла сасă пуçтарма тивӗç. Тепӗр округра Гильмутдинов 60 процент ытла, Федоров 10 процент пуçтарма пултараççӗ. Когогинашăн 60 процент, Гуревашăн 12 процент çын сасă пама хатӗр. Анат Кама округӗнче Морозов 70 процентпа лидер пулма пултартаь, Аюповăн 7-8 процент таран пуçтарăнма тивӗç.

КПРФ парти пӗтӗмпе 10 процент ытларах пуçтарма пултарасси паллă.  «Единая Россия» паллах, малта. ЛДПРшăн республикăра пурăнакансен  3 проценчӗ, «Новые люди» çӗнӗ партишӗн 1,5 проценчӗ сасăлама хатӗрри курăннă. Паллах, ку прогноз. Цифрăсем ыран, ТСК шутлавӗ хыççăн паллă пулаççӗ.

Андрей Большаков шучӗпе, çынсем ытларах йăлари партисене шанаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2021