Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кинофестивалӗн халăхсен хушшинчи кинопроектсен питчингӗнче Тутарстан режиссерӗн Юлия Захарован проекчӗ çӗнтернӗ

XIX Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ хӳттинче иртнӗ кинопроектсен халăхсен хушшинчи питчингӗнче Хусан режиссерӗн Юлия Захарован «Квартира №7» проекчӗ çӗнтерсе 500 пин тенкӗлӗх гран-прие тивӗçнӗ.

XIX Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ хӳттинче иртнӗ кинопроектсен халăхсен хушшинчи питчингӗнче Хусан режиссерӗн Юлия Захарован «Квартира 7» проекчӗ çӗнтерсе   500 пин тенкӗлӗх гран-прие тивӗçнӗ.

Халăхсен хушшинчи питчинг кинофестивалӗн ӗç программи шутӗнче тăваттăмӗш хут иртрӗ. Унта режиссерсем хăйсен кинопроекчӗсене халăхсен хушшинчи экспертсен канашӗ умӗнче хӳтӗлеççӗ. Кăçал ку мероприяти Хусан Кремлӗн Йышăну вырăнӗсенче пулчӗ.

«Татаркино» ертӳçи, кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова пӗлтернӗ тăрăх, питчинг копродукцисен проекчӗсене йӗркелеме май парать.

Обязательнăй условисем тăрăх, хăтлакан проект Тутарстан проекчӗпе çыхăнмалла, ку малашне кинона проката кăларма кирлӗ. Питчинг пӗтӗмлетӗвӗсемпе икӗ копродукциллӗ фильм йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Пӗри Тутарстанпа Казахстанăн, тепри – Тутарстанпа Узбекистанăн. «Сумбуль» ятпа палăрать пӗрлехи проект.

Миляуша Айтуганова сăмахӗпе, кăçал заявкăсен шучӗ рекордла пысăк: 20 çӗршывран 144 заявка çитнӗ. Шорт-листа 13-шӗ кӗнӗ. Вӗсем пурте Хусанти питчингра хăйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Тутарстан копродукцин шорт-листне Кăркăсстан, Турци, Египет, Узбекистан, ОАЭ, Инди, Иран, Марокко, Китай, Казахстан çӗршывӗсемпе тата Раççей регионӗсемпе хутшăнса панă.   

 Экспертсен канашне «Zakariya Entertainment» кинокомпани продюсерӗ Мохаммед Тахсин Назим (Инди), Иранри «Cinema Verite» халăхсен хушшинчи документаллă кино фестивалӗн директорӗ Мохаммад Хамиди Могхадам, актер, продюсер Ашраф Сархан (Египет); Сири режиссерӗ, продюсер Алмоханнад Кальсом кӗнӗ. Тутарстан енчен ку ӗçе  культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, Раççей кинематографисчӗсен союзӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, регионри кинематографа тӗрев парассипе союзăн ертӳçи  Лариса Солоницына (Мускав) тата кино отраслӗн ытти паллă çыннисем хутшăнчӗç.

Экспертсен йышăнăвӗпе виççӗмӗш вырăна Кăркăсстанăн «Пегий пес, бегущий краем моря» фильмне, иккӗмӗш вырăна тутарстансен «Азгар» проектне панă. Пӗрремӗш вырăна маларах çырнă пек Юлия Захарова çӗнсе илчӗ.

Унсăр пуçне ку мероприяти хыççăн кино ӳкерекенсем валли тепӗр питчинг иртрӗ, унта ТР Культура министерствин конкурсне хутшăннисем кӗчӗç. 2023 çулта ТР Культура министерстви пурӗ 9 кино ӳкерме 7 миллион тенкӗ уйăрать.

Укçи пысăках мар та, çавах проекта пуçарса яма та пулин çитӗ.

Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ».   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль