Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Çӗпрелӗнче Андрей Колпакова асăнса турнир иртрӗ

Февралӗн 23-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи (Çӗпрел районӗ) йӗлтӗр базинче воин-интернационалистăн, Хӗрлӗ Çăлтăр орден кавалерӗн, отставкăри полковникăн Валерий Федорович Колпаковăн призӗшӗн йӗлтӗр ăмăртăвӗ иртрӗ. Шучӗпе кăçалхи 13-мӗш пулчӗ.

Йăлари ăмăртăва хальхинче Валерий Федоровичăн ывăлне, Хăюлăх орденӗпе икӗ хутчен, Суворов медалӗпе, РФ Оборона министерствин ытти медалӗсемпе наградăланнă, пӗлтӗр кӗркунне ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хунă комбрига Андрей Валерьевич Колпаков полковника халалларӗç.

Мероприятие район администрацийӗн пуçлăхӗ Марат Ринатович Гафаров уçрӗ. Андрей Валерьевич Колпакова пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. Ун хыççăн Валерий Федорович ывăлӗн спортри çитӗнӗвӗсем тата çар пурнăçӗ çинчен кӗскен каласа пачӗ.

 

Йӗлтӗр ăмăртăвне çуллен хамăр тăрăхри тата ытти районсенчи, çаплах кӳршӗллӗ регионсенчи спортсменсем йышлăн хутшăнаççӗ. Кăçал та Хусан, Ульяновск хулисенчен, районти ялсенчен килнӗччӗ вӗсем. Кун пек мероприятисене çемьесем хутшăнни уйрăмах савăнтарать. Хальхинче те Хемницерсен, Синдюковсен, Петровсен, Задуровсен çемйисене, Ульяновскри Евдокимов клубӗн йӗлтӗрçисене палăртса хăварас килет. В. Ф. Колпаковăн призӗшӗн иртекен турнира кашни çул ватти те, вӗтти те хапăлласах килет. Хальхинче те йӗлтӗр йӗрӗ çине тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем тăчӗç. Чи кӗçӗнни 4-ри Макар Сачков пулчӗ-тӗк, чи асли 70 çулалла çывхаракан Николай Иванович Хрисановчӗ.

Хӗрӳ тупăшăвăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, пӗрремӗш вырăна Чăваш Çӗпрел, иккӗмӗш — Упи, виççӗмӗш Аксу командисем йышăнчӗç.

Пухăннисене пурне те тутлă пăтăпа тата вӗри чейпе сăйларӗç. Хамăр районта çакăн пек шайри ăмăрту йӗркелесе ирттернӗшӗн, хӗллехи спорт вăййине халăхра сарнăшăн Валерий Федорович Колпакова тата унăн çемйине чӗререн тав тăватпăр.

Марина КУДРЯВЦЕВА.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт