Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивчакăсем ял уявӗнче савăнчӗç

Кивӗ Чакă пысăках мар ял пулин те ун çинчен Раççейӗн кашни кӗтесӗнче пӗр çын та пулин илтнех, пӗлетех е килсе курнă. Ку йăлтах Архангел Михаил ячӗллӗ чиркӗвӗн тата ун настоятелӗн протоиерей Олегăн (О.А.Волков) ячӗ-сумӗ çӗршывӗпех сарăлнине кура. Турра шанакансем, йывăр чирлисем çакăнта çул тытаççӗ. Кивӗ Чакă ялӗ илемлӗ вырăнта, вăрманпа анлă уй-хирсем çывăхӗнче вырнаçнă. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу патӗнчен иртсен пуçланаççӗ вăрмансем. Çулӗ илемлӗ, темиçе çухрăм кайсан вăрман тыткăнӗнчен тухатăн та лапамра Кивӗ Чакă канлӗн сарăлса ларнă картина уçăлать. Июлӗн 22-мӗшӗнче кунта халăх йышлă пуçтарăнчӗ. Çак кун Кивӗ Чакă ял хутлăхӗ хăй кунне уявласа ирттерчӗ. Унта ял-йышсăр пуçне кӳршӗллӗ ялсенчен те нумайăн пуçтарăнса килнӗччӗ. Сăмах май, кивчакăсем ку мероприятие 2014 çултанпа палăртаççӗ. Вăл ял çумӗнчи лапамра, вăрман çумӗнче иртет.

Праçникӗн хаваслă шавӗ кăçал та ирех таврана саланса çынсене пырса курма илӗртрӗ. Курмалли вара пайтах: музейпе ал ăстисем хатӗрленӗ куравсенчен пуçласа суту-илӳ лавккисем таран. Вырăс халăх сувенирӗсем сутма Чулхула облаçӗнченех килсе çитнӗ тата. Ал ӗçӗпе кăсăкланакансем валли тӗрлӗ мастер-классем ӗçлерӗç. Юрласа-ташласа савăнас текенсем валли концерт, вăй виçме тăпăртатса тăракансене спорт ăмăртăвӗсем кӗтрӗç. 

Эпир çитнӗ çӗре шăпах мероприятие уçас церемони пыратчӗ. Ял-йышпа курма килнӗ хăнасене саламлама район администрацийӗнчен Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ, Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин, Ӗçтăвком ертӳçи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА представителӗсем килнӗччӗ. 

Район ертӳçисенчен сăмах калаканӗ Рустам Мухаметзянов пулчӗ. «Ял кунӗ вăл – пысăк праçник. Пурне те çак ырă кунпа саламлатăп. Енчен те çынсем хăйсен йăли-йӗркине, уявӗсене пӗлсен – ял пурăнать. Яла малашне те чечекленме, çӗнӗ çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем, ял халăхне вара – телей, çирӗп сывлăх, мӗнпур пуçарура ăнăçу сунатăп», –

терӗ Ӗçтăвком ертӳçи. Саламлă сăмахсем хыççăн тӗрлӗ ӗçре палăрнисене чысласси пуçланчӗ. Хăш-пӗрне асăнса хăварар. Район пуçлăхӗн Хисеп хучӗпе ял чиркӗвӗн настоятельне, протоиерее Олег аттене, ял библиотекин заведующине Владимир Токмакова, Тав çырăвӗпе Борис Албутова, Ринат Айзатова, Филорет Шарафутдинова чысларӗç. 

Яланхи пек çакăн йышши мероприятисенче пӗрле нумай çулсем хушши  пурăнакан мăшăрсене чыс тăваççӗ. Кивӗ Чакăра 13 мăшăр 50 çул пӗр-пӗринпе тату, килӗштерсе пурăнать. Вӗсене пурне те Тав хучӗсемпе тата парнесемпе савăнтарчӗç. 

Халӗ ирттерекен пӗр мероприятире те мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннисене асăнмасăр ирттермеççӗ. Çӗршыва хӳтӗлекенсем пулмасан эпир çапла уявсем те ирттерейместӗмӗр, хамăра лăпкă туймастăмăр. Паян хăйсен пурнăçне шеллемесӗр çӗршыва хӳтӗлекенсем умӗнче эпир кашни парăмлă. Ырă та сывă таврăнмалла пултăрччӗ пурин те тăван çемйине, мăшăрӗ, ачи-пăчи, ашшӗ-амăшӗ патне. Кивчакăсем те хăйсен паттăрӗсене ятран асăнса ашшӗ-амăшӗ урлă тав турӗç. Ку ялтан Юлияпа Владислав Ивановсен, Галина Волкован, Римма Бадамшинан, Светланăпа Валерий Огурцовсен, Марийăпа Анатолий Сергеевсен, Зоя Хмелеван, Лилийăпа Джалиль Мурасовсен, Гельсинапа Ильгизар Хамзинсен ывăлӗсем тата Наталья Владимировнан шăллӗ ятарлă çар операцине хутшăннă. Вӗсене пурне те парнесем, чечексем парса хавхалантарчӗç. 

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ хăй сăмахӗнче çынсене уявпа саламласа ăна ирттерме пулăшакансене чӗререн тав турӗ. 

«Ку йышши мероприятисене ирттерме çăмăл мар. Йӗркелӳпе çыхăннă ӗçсем питӗ нумай. Телее, ку ӗçре пулăшакансем пур», – 

терӗ вăл спонсорсене тав туса. Пуринчен ытла Архангел Михаил ячӗллӗ чиркӳ настоятельне Олег аттене чӗререн тав турӗ. Нумай ырă сăмаха ял пуçлăхӗнчен Вениамин Ефимов, Александр Марков, Радик Волков, Ранис Измайлов, Сергей Патшеев, Азат Исхаков, Ильфат Миннибаев, Фанис Багаутдинов  илме тивӗç пулчӗç. 

Пуçтарăннă халăха уявпа саламлакансем татах та пулчӗç: Кивӗ Чакăри Ветерансен канашӗн председателӗ Николай Кузьмин, протоиерей Олег атте, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, Ульяновск облаçӗнчен килнӗ хăнасем. 

Сильвия Чаркина ентешӗсене уявпа саламласа нумай ырă сăмах каларӗ, Чăваш хӗрарăмӗсен пӗрлешӗвне хутшăнма сӗнчӗ. Пултаруллă хӗрарăмсене палăртса вӗсене Союз ятӗнчен Хисеп хучӗ пачӗ. Çавсен шутӗнче 11 ача çуратса ӳстернӗ Клавдия Шингаревăпа 9 ача амăшӗ Елена Мердюкова пулчӗç. Çакăнтах тăракан Олег атте Елена Федоровна хăйӗн апайӗ пулнине пӗлтерсе ăна тата нумай çулсем пурăнма сывлăх сунчӗ. 

Кивӗ Чакă шкулӗнче ӗçлекен Валентина Иванова та Союзăн Хисеп хутне илме тивӗçрӗ. 

Яланхи пек эпир те хаçата тăтăш çырăнакансене Тав хучӗсемпе чысларăмăр. Анна Биктиряковăпа Василий Кадушкин «Сувар» çырăнмасăр пӗр çул та юлман халиччен. Тавах вӗсене. Вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ хаçатра «Тӗн сăмахӗ» (маларах «Владыка сăмахӗ») рубрика пуррине. Православи тӗнне тăван чӗлхе урлă сарни тăван чӗлхемӗре те упранса юлма пулăшать, паллах. Тăван сăмах вăл тӳрех чуна кӗрсе вырнаçать. Олег атте те кӗлӗсене чăвашла ирттерсе сăваплă ӗç туса пырать. Вăл та «Суварăн» Тав хутне илме тивӗçрӗ.  

Мероприятин официаллă пайӗ вӗçленсен уяв программи пуçланчӗ. Хастаррисем хăйсен вăй-халне тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗсенче – кӗрешӳре, вӗрен туртассинче, юпа çине хăпарассинче, армрестлингра, кире пуканӗ йăтассинче, çăмăл атлетикăра тата ытти енӗпе тӗрӗслеме пултарчӗç.  Çӗнтерӳçӗсене пурне те парнесем парса хавхалантарчӗç. Кӗрешӳ пурӗ 4 виçе категорийӗпе иртрӗ. Тӗп парнене Айрат Идрисов çӗнсе илчӗ. Кӗрешӳ паттăрне йăла тăрăх така парнелерӗç. 

Лашапа чупакансен ăмăртăвӗ те пулчӗ. Шел те, иккӗн кăна пулчӗç вӗсем. Пӗрремӗш вырăна Сергей Ишмуков (Хулаçырми) йышăнчӗ. Иккӗмӗш вырăнта Егор Биктиряков. 

Концерт программи те интереслӗччӗ. Куракансен умне Шупашкартан килнӗ артистсем Денис Антипов, Оксана Степанова, Екатерина Сорокина, Александр Сорокин, Игорь Никифоров, Софийăпа Стефания Чаркинасем, «Хӗлхем» халăх  ансамблӗ тухрӗç. Олег атте те акă сцена çине казак тумӗпе тухса юрласа халăха тӗлӗнтерчӗ. Ун йăхӗнче казаксем пулнă иккен. Олег атте пуçарăвӗпе Кивӗ Чакăра халӗ казаксен ансамблӗ йӗркеленсе кайнă. Ун йышне «Хӗлхем» ансамбле çӳрекен хăш-пӗр артист кӗнӗ. 

Кивӗ Чакă ялӗн уявӗ чăннипех çынсемшӗн кăмăллă, хаваслă иртрӗ. Тата праçникрен пӗр çын та выçă каймарӗ, кунӗпех кунта хир тӗпелӗ ӗçлерӗ. Кивчакăсем пурне те тутлă пăтăпа, чейпе сăйларӗç.  

С.Трифонов сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День села